Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çуралнă тăван вырăн — Раççей вăйĕ»

«Çуралнă тăван вырăн — Раççей вăйĕ»

Мускаври «Раççей» наци центрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Çуралнă тăван вырăн — Раççей вăйĕ» III муниципаллă форум иртнĕ. Вăл муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсене, представительлĕ органсен ертỹçисене, хуласен администрацийĕсен ертỹçисене тата çĕршывăн пур кĕтесĕнчи экспертсене пухнă. Форума Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăннă. Тĕл пулăва хутшăннисем Раççейри хуласемпе ялсенчи пурнăç пахалăхне йĕркелес ыйтусене хускатнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çĕнĕ пуçарусемпе шухăшсене çĕкленĕ. Виçĕ куна йĕркеленĕ тĕрлĕ мероприяти вăхăтĕнче ентешсем «Единая Россия» партин ертỹлĕхĕпе те тĕл пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code