«Астăвăм сачĕ» — Халăхсем хушшинче иртекен патриотла акци. Çав тапхăрта ырă енне туртăнакансем скверсемпе аллейăсенче, парксемпе садсенче çулсерен çĕршер хунав лартаççĕ.

Округра та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, ятарлă çар операцийĕнче, ытти хирĕç тăрура пуç хунă ентешсене асра тытса лартнă йывăçсем вăй илни савăнтарать. Çакна Елчĕкри культура керменĕ хыçĕнчи, ĕçе вырнаçтаракан центрпа юнашарти территорисенче курма пулать. Нумаях пулмасть округри Депутатсен пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламенчĕн членĕсем «Акатуй» суту-илỹ центрĕ çывăхĕнчи лаптăка çĕнĕ хунавсемпе пуянлатнă. Пĕлтĕр йĕркеленĕ астăвăм сачĕ вăй илессинче иккĕленỹ çук.

