Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçне кура — чыс, хисеп

Ĕçне кура — чыс, хисеп

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи 73-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн округ экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 2026 çулта округри Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă:

Татьяна Ивановна ВАСИЛЬЕВА, Яманчỹрелĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ;

Любовь Николаевна ВОРОБЬЕВА, РФ пенси тата социаллă страхлав фончĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ;

Александр Николаевич ГОЛОВИН, «Победа» сахал яваплă обществăн директорĕн заместителĕ;

Алексей Витальевич ЛАКАЧОВ, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти историпе обществознани вĕрентекен;

Алевтина Михайловна ЛЬВОВА, Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ;

Сергей Анатольевич КРАСНОВ, уйрăм предприниматель;

Николай Александрович КРУГЛОВ, «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ;

Изабелла Владимировна КУДРЯШОВА, çăмăл атлетика тата йĕлтĕр спорчĕ енĕпе нумай хутчен округри ăмăртусен призерĕ;

Надежда Васильевна КУПРИЯНОВА, Елчĕкри тĕп больницăри медицина сестри;

Валентина Владимировна МИСЯКОВА, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн доярки;

Юрий Германович ПЕТРЯНКИН, «Россети-Волга»-«Чувашэнерго» ПАО филиалĕн Елчĕкри РЭСĕн электромонтерĕ;

Марина Владимировна ПОРТНОВА, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен;

Марина Владимировна ПУШКОВА, Елчĕкри халăх сучĕн пĕтĕмĕшле пай начальникĕ;

Юрий Валерианович СУСМЕТОВ, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ;

Геннадий Николаевич ТИКУШЕВ, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕн заместителĕ;

Алина Владимировна ТИМОФЕЕВА, «Яльчикский коопторг» сахал яваплă обществăн Тăрăмри лавкка заведующийĕ;

Роман Сергеевич ФОМКИН, Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул вĕренекенĕ;

Светлана Изерговна ЧЕРМАКОВА, «Победа» сахал яваплă обществăн выльăх-чĕрлĕх фермин ĕçченĕ;

Сергей Владимирович ЧЕРНОВ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи, уйрăм предприниматель;

Рената Николаевна ШАКОВА, Елчĕкри тĕп больницăри психиатр-нарколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code