Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура тĕрлĕ ыйтупа пĕрле 2026 çулхи шыва кĕмелли сезон тапхăрĕнче шыв объекчĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине те пăхса тухнă. Шыва кĕнĕ чух халăхăн йĕркене çирĕп пăхăнмалла, ятарласа хатĕрленĕ вырăнта анчах кĕмелле. Округра хăрушлăхсăр шыва кĕме 8 ятарлă вырăн хатĕрленĕ.

