Вулакан çак сăмахсенчен тĕлĕнет те пулĕ. Тен, сирĕн ялта та çапла?
Çуркуннепе пĕрле округра мотоциклистсем те «вăранаççĕ». Вĕсем йĕркене пăхăнсан нимĕн те калас çук-ха, анчах руль умĕнче — çул çитменнисем. Шлемсăр, хăвăртлăх режимне уямасăр çилпе ăмăртаканскерсем. Вĕсенчен çул-йĕр çинче инкеке лекнисем пĕр-ик тĕслĕх кăна мар. Иртнĕ кунсенче, ав, «Улăп» ФОК умĕнче «урхамахне» тытса чарайманнипе пĕр ача хытах суранланнă.
Çул çитмен кашни ача ашшĕ-амăшĕ илсе панă техникăпа çула тухать. Çитĕннисемех заправка тума укçи-тенкине уйăраççĕ… Шел, ỹкĕнỹ кайран çуралать. Мотоциклпа ĕрĕхтерсе çỹрекенсем хăйсем çинчен пĕлтерес тĕллевпе-тĕр — глушительсĕр нумайăшĕ. Хĕвел аннă май пуçлаççĕ те кĕрлеттерме, мĕн çур çĕр иртиччен тăсăлать.
Ялсенче мотоцикл хуçисем пурте паллă. Вĕсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе профилактика калаçăвĕсем йĕркелемелле. Хальхилле лару-тăрăва пĕтермеллех.

