Пỹлĕмре чечеке куçарса лартнă чухне мĕн тума юрамасть?
— Чечеке çеçке çурнă чухне куçарса лартма ан палăртăр. Çеçки пĕтсен кăна ĕçе пикенĕр.
— Чечеке савăтран кăларнă чухне ан силлĕр.
— Тымарĕсене шывпа ан çăвăр. Кивĕ тăпрапа нихăçан та усă ан курăр.
— Уйрăм чечек валли ятарлă çĕр туянăр. «Универсаллă» текеннипе усă курăр.
— Ỹсен-тăрана юрăхлă савăта кăна лартăр. Пысăкраххинче вăл вăйлăрах ỹсет. Пĕчĕккинче вара ăна тутă кỹрекен япаласем çитмеççĕ.
— Чечеке çĕре тарăн лартмалла мар. Çак йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Малтанхи шайрах юлтăр вăл.

