Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачисемпе мăнукĕсем — куç тулли телей

Ачисемпе мăнукĕсем — куç тулли телей

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 80 çултан пуçласа 95 çула çитнисем — 33 çын. Кăçалхи çул вара 90 çулхи юбилейне уявлакан 1 çын кăна — Анастасия Петровна Федорова. Унăн кун-çулĕпе паллаштарас тетĕп сире, хисеплĕ вулакансем.

1936 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Кушкă ялĕнчи Петр Яковлевичпа Ирина Григорьевна Ермаковсем алла хĕр ача илеççĕ, çемьери 3-мĕш ачана Настя ят хураççĕ. Вăрçă пуçланиччен тата 2 ача çуралать, мăшăрĕ вăрçа тухса кайсан Урине 5 ачапа тăрса юлать.

Ачалăх çăмăл килмен кĕçĕннисемшĕн, мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ỹснĕ. Шкул çулне çитсен ялти шкула çỹреме пуçланă. 4 класран ытла вĕренме пултарайман Настя, укçа-тенкĕ çитсе пыманран çамрăклах пилĕк авма тивнĕ — тăван хуçалăхăн фермине сысна пăхма вырнаçнă. Чĕрĕ те вăр-вар ĕçлекен хĕр ачана пуçлăхсем часах асăрхаса яваплăрах вырăна куçарнă — çăвăрлакан сысна амисене пăхма шаннă. Ку çулсенче фермăра ĕçлекен хĕрсем ĕç вырăнĕнчех, ферма çумĕнчи ĕçченсем валли çĕкленĕ ятарлă çуртра çĕр каçнă. Çакăнтах кун кунланă. Ĕçе юратса, тĕплĕ тăвакан хĕр çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунă. Кĕçех вăл Мускава — ВДНХна кайма тивĕç пулнă.

1959 çулта вак хуçалăхсене пĕрлештерсе «Победа» колхоз йĕркеленнĕ. Пысăк хуçалăхра чăх-чĕп ферми хута ярсан Настьăна унта ĕçлеме куçараççĕ. Хăйĕн пулас мăшăрĕпе çак вăхăтра паллашать хĕр. Ятарлă пĕлỹ илнĕ, ветеринар пулса ĕçлекен тĕреклĕ каччă Николай Федоров чечек пек хитре хĕре пĕрре курсах юратса пăрахать. Нумай шутласа тăмасăрах мăшăр тума вăрласа кĕрет вăл çамрăк хĕре, ыттисем куç хывасран хăранă ахăртнех. Çăмăлах пулмасть хĕре çĕнĕ пурнăçа хăнăхма. Çемье пысăк пулнă. Пăянамăшĕ, 2 аппăшĕ, пĕр аппăшĕн ывăлĕ. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса килĕшỹре пурăнать «çĕнĕ çын». Сăпайлă та çынна хисеплеме пĕлекен Настьăна кăмăллаççĕ вĕсем, сума сăваççĕ.

Çамрăк мăшăр хуçалăхра ырми-канми тăрăшать. Пĕр çулталăкран çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килет — ывăлне Коля ят параççĕ. Тепĕр икĕ çултан Василий кун çути курать. Çемье ỹссе те тĕрекленсех пырать. Арçыннăн çурт, йывăç лартмаллине лайăх ăнланать Микуль, ывăлсем пурри те хавхалантарать ăна. Вырăнти власть ялта çамрăк мăшăрсем валли çĕнĕ урам уçать. Кунта Федоровсен çемйине те вырăн тивĕçет: тăрăшуллă мăшăр чĕкеçсем пекех тăпăл-тăпăл кил-çурт çавăрать. Çакна палăртса хăвармалла, ку тапхăрта пỹрт лартакан мăшăрсене хуçалăх енчен пысăк пулăшу панă. Вăрман уйăрса, техникăпа тивĕçтерсе, вырăнти пилорамăра хăмасем çурса пулăшнă. Çĕнĕ çуртра Светлана çуралать, кил-çурт çемье телейĕпе тулать. Ачасем çамрăк пулнăран Настьăн ферма ĕçне пăрахма тивнĕ, бригадăра тĕрлĕ ĕç тума хутшăнать хĕрарăм. Хăйĕн çумĕнче ачисене те ĕçе хăнăхтарать, пайсем çине çум çумлама илсе çỹрет. 1967 çулта çемьене йĕкĕрешсем — Аллăпа Галя — хутшăнаççĕ, 1971 çулта вара тепĕр ывăл — Владимир — çĕр çине килет. Ачасене çитĕнме тата тивĕçлĕ воспитани илме кирлĕ услови туса парас тесе мăшăр кил-çурта çĕнетсе анлăлатса пырать. Çивĕч ăс-тăнлă хĕрарăма кĕçех звеньевой пулма суйласа лартаççĕ. Колхозăн Хисеп хăми çинче пĕрре мар вырнаçтараççĕ унăн сăнне. Ĕçченлĕхпе, тасалăхпа, тирпейлĕхпе палăрса тăракан çемье ял-йышра пысăк хисеп çĕнсе илет. Микуль тете ĕçре те, килĕнче те те çирĕп йĕрке тытса тăракан арçын пулнă. Унăн сăмахĕ саккунпа тан шутланнă. Çавăнпа та çемьере ачасем йĕркелĕхе пăхăнса ỹснĕ. Ялти шкула пĕтернĕ май пурте хăйсен çулĕсене уçма ашшĕ-амăшĕн килĕнчен вĕçсе тухса кайса пынă.

Асли — Коля — ашшĕн çулĕпе кайнă: Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ. Мордовире çемье çавăрса тымар янă, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Шел, Николайăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, 48 çултах йывăр чире çĕнтереймесĕр пурнăçпа сыв пуллашрĕ. Василий Ростов хулинче юхан шыв училищине пĕтернĕ хыççăн аслă пĕлỹ илнĕ, Новосибирск хулинче пĕлĕвне ку енĕпе малалла тăснă. Кайран Тюмень тăрăхĕнче хăйĕн специальноçĕпе ĕçлесе пурăннă. Мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтернĕ, 4 мăнукĕпе савăнаççĕ. Светлана строительство енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ, çемйипе Шупашкарта пурăнать, ывăл çитĕнтернĕ, икĕ мăнукĕ — куç тулли телей. Хальхи вăхăтра вăл архив тытăмĕнче тăрăшать. Аля Ульяновск хулинче медучилище пĕтернĕ, хăйĕн специальноçĕпе Тутар Республикинче ĕçлесе пурăнать. Çемйипе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, халĕ виçĕ мăнук вĕсен. Галя бухгалтера вĕреннĕ, çемье çавăрса Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Пĕр ывăл çитĕнтернĕ, икĕ мăнукпа савăнаççĕ. Владимир — водитель-крановщик, монтажник профессийĕсене суйласа илнĕ. Амăшне пăхма киличчен Мускавра метросем тунă çĕрте ĕçлесе пурăннă, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ (вĕсем икĕ мăнук парнеленĕ).

Микуль тетепе Настя аппа 45 çул мăшăрлă пурăнчĕç. Каярах йывăр чире пула кил хуçин урисене таттарма тиврĕ. Сакăр çул черчен хĕрарăм мăшăрне ача пек пăхса пурăнчĕ, тивĕçлипе юлашки çула ăсатрĕ. Чи пархатарлă ĕçĕ Настя аппан 18 çул суккăр амăшне пăхса пурăнни пулчĕ: 107 çула çитиччен пурăнчĕ Урине аппа хĕрĕпе. Юлашки кунчченех ăспа-тăнпа тăчĕ сумлă ватă. «Хам япала тĕлне манса кайсан аннерен: «Çавна ăçта хунăччĕ-ши?» — тесе ыйтаттăм, суккăр пулсан та япаласен вырăнне пĕлсе тăратчĕ, — аса илет Настя аппа. — Хам ĕмĕрте кану мĕнне пĕлмерĕм, кашни кун ĕçе çỹрерĕм, ачасене çĕтĕк çỹретмен, килтен вĕри апатсăр кăларса яман, йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă, çемье тутă пултăр тесе тăрăшнă. Нихăçан та тăраниччен çывăрса курман эпĕ».

Кашни кунах кĕлĕсем, хаçат вулать ăс-тăнлă хĕрарăм. Ачисемпе карас телефонĕпе калаçать. Володя амăшне питĕ тимлĕ пăхать, кил-çурта таса тытса тăрать. Пĕр самант та ахаль ларма пултарайман арçын хуçалăха çĕнетсе юсасах тăрать. Кану кунĕсенче хĕрĕсем те çемйисемпе килсех çỹреççĕ. «Çĕр çине ахаль килмен эпĕ, пирĕн йăха 6 ача, 10 мăнук, 17 кĕçĕн мăнук тăсаççĕ», — тет Настя аппа савăнăç куççулĕсене шăлса.

Унăн ĕçне хакласа «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята панă. Ача амăшĕн медалĕ, Хисеп, Тав хучĕсем, юбилей медалĕсем сунтăхра тирпейлĕ упранаççĕ.

Хисеплĕ çынна эпир 100 çулне çĕр çинчех кĕтсе илме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Зинаида ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code