Понедельник, 23 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр тытăмра 20 çул

Пĕр тытăмра 20 çул

Тăрăм ялĕнче пурăнакан, хăй вăхăтĕнче яваплă должноçсенче тăрăшнă Михаил Баймушкин иртнĕ кунсенче 80 çул тултарчĕ.

Вăл Автоном Сидоровичпа Любовь Артемьевна çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Пилĕк пĕр тăван ỹснĕ — виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Хальхи вăхăтра Верăпа Михаил кăна пурăнаççĕ.

Миша 8 класс пĕтернĕ хыççăн юлташĕсемпе — Николай Семеновпа, Владимир Полиевтовпа Тутарстанри Пăва хулине слесаре вĕренме каять. Чунĕ выртманран-и, пĕр уйăхран пăрахса таврăнать. Шăпах çав вăхăтра Елчĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче трактористсем хатĕрлекен пилĕк уйăхлăх курс уçăлать. Салтак ячĕ тухиччен Канашра шофера та вĕренме ĕлкĕрет. 1965-1968 çулсенче вăл Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлать — дивизи командирĕн заместителĕн водителĕ. Çарта чухнех вăтам пĕлỹ илес тĕллевпе те тимлет. Аттестата вара Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта экзаменсем тытса тивĕçет.

Çар ретĕнче машина çỹретсе опыт пухни колхоз ĕçĕ-хĕлĕнче вырăнлă та пулнă. 13 çуллăхра вăл механизаторта, уй-хир бригадин бригадирĕнче, водительте вăй хурать. Ятарлă пĕлỹ кирлине шута илсе тĕрлĕ çулта Чăваш Енри партипе совет шкулĕнчен, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухать.

Хăйĕн организаторла пултарулăхне кăтартма ĕлкĕрнĕ аслă пĕлỹллĕ специалиста малтанах 6 яла пĕрлештерсе тăнă колхозăн профком председательне суйлаççĕ. Ун хыççăн, икĕ çултанах, хуçалăх ертỹçине. Колхоз çĕкленсе пынă май, строительство енĕпе те самаях çирĕп утăм тунă ун чухне. Хальхи пек проект-программа пулмасан та. Икĕ хутлă правлени çурчĕпе ача сачĕ, ĕне-пăру витисем, Тăрмăшри шкул, машинăпа трактор паркĕ, 12 гектар хăмла плантацийĕ… Анчах самана таппи улшăнса пынăран хăш-пĕр объектăн палли те юлмарĕ халĕ. Çав вăхăтрах Тăрăмпа Анатри Тимеш ялĕсене çыхăнтаракан тимĕр-бетон кĕпер хăйне кура стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ тесшĕн, мĕншĕн тесен унччен хăма-пĕренерен тунă кĕпере çулсерен çурхи шыв пĕрле илсе каятчĕ.

Нумай объект тума сĕннĕшĕн, пулăшнăшăн паян юбиляр КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ Василий Шадрикова ырăпа аса илет.

Михаил Баймушкин хăйне шанса панă кирек мĕнле ĕçе те тỹрре кăларма пултарнине ял çыннисем çирĕплетсе калаççĕ. 1970 çулта «Районти чи лайăх шофер» ята тивĕçнĕскере тепĕр виçĕ çултан «Хисеп Палли» орденпа, каярахпа Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, медальсемпе наградăланă.

Михаил Баймушкин 6 яла пĕрлештерсе тăракан Тăрăм ял Советне 20 çул (1987-2007) ертсе пынă. Вăл хушăра, халăхра калашле, «кашнин йытти-кушаккине палласа çитнĕ».

— Ертсе пыракансене нихăçан та çăмăл пулман, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет 80 çула çитнĕ ĕç ветеранĕ. — Икĕ теçетке тапхăрĕнче вырăнти власть тытăмĕн ячĕ кăна 5 хут улшăнчĕ. Çак вăхăтра ваучер, талон мĕнне те куртăмăр, çапах та аптăрамарăмăр. Çут çанталăк газĕ кĕртнĕ чухнехи йывăрлăхсене те çĕнтерме пултартăмăр. Çăмăл мар çулсенче те çынсене ăнланса, хисеплесе ĕçлеме тăрăшнă.

Миша тете мăшăрĕпе, Надежда Ивановнăпа, 54 çул шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Ялтанах вăл, çĕр ĕçĕпе çыхăннăскер. «Правда» хуçалăхра, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнче тĕп агрономра, Тăрăм ял администрацийĕнче çĕр йĕркелỹçинче вăй хунă.

Баймушкинсем ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, çирĕп кăмăллă, тăрăшуллă пулма хăнăхтарни çĕре ỹксе юлман. Кашниех пурнăçра хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене тупнă. Асли — Владимир — Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, РФ воспитани тата çут ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Татьяна Чăваш наци библиотекин директорĕн заместителĕ. 2020 çулта ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Кĕçĕнни, Ольга, Турцире пурăнать, Анталия хулинчи пĕр пысăк компанире тăлмачăра тăрăшать. Аслисемшĕн, паллах, виçĕ мăнукĕ те чун-чĕре йăпатмăшĕ.

Çемьере телейпе савăнăç хуçаланать. Мăшăра 2019 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă. Вĕсене малашне те килĕшỹ, лăпкăлăх, тăнăçлăх сунас килет.

ШУХĂШ

Тăрăм ял Канашĕн секретарĕнче ĕçленĕ Надежда Тестова:

«Эпир питĕ килĕштерсе ĕçленĕ. Çынсене яланах кăмăллăн кĕтсе илсе вĕсен ыйтăвĕсене тулли тивĕçтерме тăрăшнă. Михаил Автономович — ырă кăмăллă, сăпайлă çын. Ăна нихăçан та çынпа сассине хăпартса калаçнине илтмен, курман».

Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code