Елчĕкри культура керменĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти политканашĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне депутатсем, территори пайĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Делегатсем кун йĕркинчи çичĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. Вырăнти политканашăн отчетлă тапхăрти — 2022-2026 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн секретарĕ, округ пуçлăхĕ Леонард Левый паллаштарчĕ.
Асăннă тапхăр чылай паллă событипе çырăннă: Раççей Президенчĕн (март, 2024 çул), Чăваш Ен Пуçлăхĕн (сентябрь, 2025), Раççей Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен (сентябрь, 2026) суйлавĕсем. Пирĕн округри суйлавçăсен пысăк йышĕ В.В.Путиншăн (93,4 процент), О.А.Николаевшăн (93,27), Ю.А.Поповшăн (86,51), «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партишĕн (Патшалăх Канашне, 86,52 процент) сасăланă.
2021 çулта çĕршыв шайĕнче çынсен сĕнĕвĕсене шута илес тĕллевпе халăх программине йĕркеленĕ. Ун чухне Чăваш Республикинче кăна 60 пин наказ пулнă. Вĕсенчен чылайăшĕ «Хăтлă хула», «Çĕнĕ шкул», «Пĕчĕк çĕршыв культури», «Хăрушлăхсăр çулсем» тата ытти проектра вырăн тупнă. Вĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçа кĕнĕ хăш-пĕр объекта палăртни кирлех: Патреккел ялĕнчи Çĕнĕ, Çурçĕр урамĕсенче çул тунă, «Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчỹрел», «Комсомольски-Елчĕк-Пăва», «Елчĕк-Курнавăш», «Елчĕк-Кĕçĕн Таяпа», «Çĕнĕ Пăва-Аслă Шăхаль» автоçулсене тĕпрен юсанă, Елчĕкри Совет урамĕнчи аллейăна, Вокзал çум урамĕнчи территорие, Аслă Елчĕкри паркпа хоккей площадкине хăтлăлатнă, Елчĕк шкул столовăйĕн хушма çуртне тунă. Çавăн пекех Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче, «Солнышко» ача садĕнче пурнăçланă ĕçсем те пахалăхпа илемлĕх тĕлĕшпе чуна савăнтараççĕ. Юлашки икĕ çулта Вăрăмхăва, Кивĕ Эйпеç, Кавал ялĕсенчи клубсене тĕпрен юсаса çĕнетни те ăнăçуллă пĕтĕмлетỹ. Отчетлă тапхăрта культурăна аталантарма округра пĕтĕмпе 76 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.
Пирĕн муниципалитетпа партин çĕнĕ программине кăçал 2985 сĕнỹ панă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисене 2030 çулччен пурнăçа кĕртме суйласа илĕç.
Леонард Левый ятарлă çар операцийĕн темине те хускатрĕ, мĕншĕн тесен çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшасси — тĕп ыйтусенчен пĕри. Ку енĕпе 2023 çулта йĕркеленнĕ волонтерсен «ZOV-Яльчики» ушкăнĕ пысăк ĕç туса ирттерет. Паянхи кун тĕлне СВО территорине 35 миллион тенкĕлĕх 15 гуманитари колонни янă. Ыр кăмăллăх акцийĕсене округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем те — Дмитрий Судаков, Владимир Рахмуллин, Юрий Мясников, Андрей Васильев, Вячеслав Сядуков, Юрий Галкин, Владимир Доброхотов, Вадим Чернов хастар хутшăнаççĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Сергей Перепелкин депутат вара СВОран отпуска килекен кашни салтака кĕтсе илет, ăсатса ярать. Ял çамрăкĕсемпе пĕрле кирлĕ япаласем илме укçа-тенкĕ пуçтарса парать. Аслă Елчĕк (директорĕ Николай Волков), Елчĕк (Лариса Васильева) шкулĕсен коллективĕсем окоп çуртисем хатĕрлессипе маттур.
Партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕсем те тĕп роле «выляççĕ» пулăшу ĕçĕнче. Вĕсем: Нина Левая, Алевтина Иванова, Алексей Лакачов, Елена Петрова, Анна Портнова, Венера Усанова, Альбина Теплова, Татьяна Васильева, Альбина Емельянова.
Уйрăм тав сăмахне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов тивĕçлĕ. Вăл паттăрсене кăна мар, вĕсен çемйисене пулăшассипе те яланах харсăр.
Партин вырăнти уйрăмĕнче учетра 1153 член шутланса тăрать. Пилĕк çул хушшинче парти ретне 330 çынна илнĕ. Уйрăммăн тишкерсен ỹкерчĕк çапларах: 2022 çулта — 55 çын, 2023 çулта — 76, 2024 çулта — 72, 2025 çулта — 72, 2026 çулта — 55 çын.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партишĕн чи хакли, пĕлтерĕшли — çынсем. Депутатсен корпусĕ, парти активĕ хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнура пулсан малашне те ĕçсен курăмлăхĕ ỹссе пырĕ. Тĕллевсем вара пысăк: халăх программисене кĕртнĕ сĕнỹсене пурнăçласси, СВОна хутшăнакансемпе ветерансене тата вĕсен çемйисене пулăшассине вăйлатасси, çамрăксене парти тата волонтерсен ĕçне явăçтарасси, наказсене пурнăçланине контрольлесси…
Делегатсем партин контроль комиссийĕн председателĕн Ирина Теллинăн отчетне те итлерĕç, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ турĕç. Конференцире вырăнти политканашăн çĕнĕ йышне, унăн секретарĕ пулма Леонард Левыя хăйнех суйларĕç. Ирина Теллина та контроль комиссине малалла ертсе пырĕ. Партин республикăри аслă пухăвне хутшăнма Елена Петровăпа (Таяпа Энтри) Алексей Лакачов (Çуткỹл) тивĕçрĕç. Чи пултаруллă пĕрлĕхçĕсене регионти политканаш секретарĕн С.Г.Артамоновăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Çывăх вăхăтра ытти активистăн ĕç-хĕлне тĕрлĕ наградăпа палăртĕç.
2027 çулта Чăваш Енре муниципалитет округĕсенчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕсене суйлăпăр. Хатĕрленỹ тапхăрне халех пуçламалла — «ир вăраннă кайăк тутă пулнă» каларăша шута илни вырăнлă пулма кирлĕ.
Николай МАЛЫШКИН.

