Ачасене право пулăшăвĕ памалли куна халалласа район администрацийĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси секретарĕ Любовь Александрова Елчĕкри вăтам шкулти çул çитменнисемпе курнăçса «Подросток и закон» ятпа хатĕрленĕ стенда хакланă.
Любовь Александровна вĕренекенсене хăйсен прависене хÿтĕлекен çĕршыв тата пĕтĕм тĕнче шайĕнчи норма акчĕсемпе, йĕркене пăхăнмасан çул çитменнисене тивекен уголовлă, административлă, гражданла право яваплăхĕпе çыхăннă тата ытти тĕрлĕ саккунсемпе паллаштарнă, кĕçĕннисен прависемпе пĕрлех тивĕçсем пуррине те тĕплĕн ăнлантарнă.
Чăваш Республикинче ачасен прависен енĕпе ĕçлекен ятарлă уполномоченнăй пирки те каласа панă тĕл пулура Л.Александрова, кашнинех ятарлă буклетсем панă.
– Сире аçăр-аннĕрсемсĕр пуçне патшалăх та хÿтĕленине, тĕрлĕ йывăр лару-тăрăва лекес пулсан пĕтĕм Раççей шайĕнчи ача-пăчан шанăç телефонĕпе ?8-800-2000-122/ шăнкăравлама май пуррине пурин те пĕлмелле, – палăртнă вăл сăмахĕсене вĕçленĕ май.
Е.ГЕННАДЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Любовь Александрова вĕренекенсемпе.