Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулас улшăнусем пирки

Пулас улшăнусем пирки

Пенси тытăмĕн 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăй илекен улшăнăвĕсем, çавăн пекех пенси палăртмалли йĕркесемпе условисем пирки ыйтусем нумай сиксе тухаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне хуравлатпăр.

 

Малтанхи пекех юлать

Ĕçлемен пенсионерсене çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 1 пин тенкĕ хушса тÿлеме шантараççĕ. Ĕçлекенсен пенсийĕсене вара мĕнле ÿстереççĕ; Çĕнĕ саккун вăя кĕрсен вĕсене август уйăхĕнче корректировка тумалли йĕрке улшăнмасть-и?

Н.ИВАНОВ.

Пенси çинчен йышăннă саккун çитес çул вăя кĕрсен ĕçлекенсен ватлăх укçине август уйăхĕнче çĕнĕрен пăхса тухмалли йĕрке малтанхи пекех юлать. 2019 çулта корректировка августăн 1-мĕшĕнчен унчченхиллех иртет. Асăннă ыйтупа граждансен пенси пайне пыма тивмĕ.

Хушăм кашни çыннăн хăйне май пулать, çакă унăн шалăвĕн виçипе çыхăннă. Чи пысăк ÿсĕм пенсин виçĕ коэффициенчĕн хакĕпе танлашать. Енчен те пенсионер ĕçлеме пăрахать пулсан, çав хушăмпа пĕрле вăл тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ хыççăн малтанхи çулсенче илмен индексацие те тивĕçет.

 

Çăмăллăхлă виçепе

Эпĕ 1965 çулхи майăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Миçемĕш çулта тата çулталăкăн хăш çурринче пенси йĕркелеме пултаратăп?

Р.ЛАЗАРЕВА.

Пенсин çĕнĕ саккунĕ вăйра тăнă малтанхи икĕ çулта /2019 тата 2020 çулсенче/ çăмăллăхлă виçепе усă кураççĕ: пенсие çирĕплетнĕ виçерен çур çул маларах каймашкăн ирĕк параççĕ, 2019 çулта хĕрарăмсен тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕмĕ 56 çулпа танлашмалла. Çăмăллăх пуррипе вĕсене пенсие 55 çул та 6 уйăхра кăлараççĕ. 2020 çулта вĕсен пенси ÿсĕмĕ 57 çул пулмалла тăк, тивĕçлĕ канăва 56 çул та 6 уйăхра яраççĕ.

Эсир 2021 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнче 56 çул тултаратăр. 56 çул та 6 уйăха çитсен, 2021 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче, сире пенси памалла тăваççĕ.

 

1964 çулта тата каярах çуралнисен

Пенси ÿсĕмне пысăклатассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 1964 çулта тата каярах çуралнă хĕрарăмсене пырса тивнине пĕлетĕп. Çакăн пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

З.ВОРОБЬЕВА.

Федерацин 2018 çулхи октябрь уйăхĕнчи 350-мĕш саккунĕпе пенси тытăмне улшăнусем кĕртнĕ /çав шутра – тивĕçлĕ канăва тухассипе арçынсемпе хĕрарăмсемшĕн çирĕплетнĕ нормативсем тĕлĕшпе те/. Çапла вара çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенсие тухма кирлĕ ÿсĕме ÿстересси 1964 çулта тата каярах çуралнă хĕрарăмсене пырса тивет.

Куçăм тапхăрне пĕрремĕш çур çулта çуралнисем – 55 çул та 6 уйăхра, 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулта;

1964 çулхи иккĕмĕш çур çулта çуралнисем – 55 çул та 6 уйăхра, 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта;

1965 çулхи пĕрремĕш çур çулта çуралнисем – 56 çул та 6 уйăхра, 2021 çулхи иккĕмĕш çур çулта;

1965 çулхи иккĕмĕш çур çулта çуралнисем – 56 çул та 6 уйăхра, 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулта;

1966 çулта çуралнисем – 58 çулта, 2024 çулта;

1967 çулта çуралнисем – 59 çулта, 2026 çулта;

1968 çулта çуралнисем – 60 çулта, 2028 çулта.

Çавăнпа пĕрлех пилĕк тата ытларах ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсем пенсие маларах тухмалли ирĕкпе усă кураççĕ. Вĕсене 50 çул тултарсан тивĕçлĕ канăва кăлараççĕ.

 

Стаж пысăк пулсан

Çитес çулхи январь уйăхĕнче 55 çул тултаратăп. Ĕç стажĕ манăн кăçалах 37 çулпа танлашать. Пенсие палăртнă вăхăтран маларах йĕркелеме хăçан пултаратăп.

Г.ТАЛЛЕРОВА.

Пенсин çĕнĕ саккунĕнче граждансен уйрăм категорийĕ валли тивĕçлĕ канăва маларах тухмалли çăмăллăхсене сыхласа хăварнă, çав шутра ĕç стажĕ пысăккисем тĕлĕшпе те вĕсене палăртнă.

37 çулпа танлашакан стажлă хĕрарăмсемпе 42 çул ĕçленĕ арçынсем 2019 çултан пуçласа ватлăх пенсине çирĕплетнĕ йĕркерен икĕ çул маларах тухма пултараççĕ. Кун пек чухне чикĕлев те пур: пенсие хĕрарăмсем – 55, арçынсем 60 çула çитмесĕр йĕркелеймеççĕ. 2019 çулта çăмăллăха тĕпе хурса пĕрремĕшсем тивĕçлĕ канăва – 55 çул та 6, иккĕмĕшсем 60 çул та 6 уйăхра тухаççĕ. Эсир 55 çул тултарсан тата 37 çул стаж пуррине шута илсен 2019 çулхи март уйăхĕнче ватлăхри страховани пенсине йĕркелеме пултаратăр.

 

3 е 4 ачаллин те ирĕк пур

Эпĕ виçĕ ача амăшĕ. Çитес çулхи январĕн 15-мĕшĕнче 55 çул тултаратăп. Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт маншăн хăçан çитет?

Н.АЛЕКСЕЕВА.

Çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн пенсие маларах каймашкăн ирĕк пур хĕрарăмсен тепĕр категорийĕ хушăннă. Сăмахран, виçĕ ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен çитĕнтернĕ амăшĕсем тивĕçлĕ канăва 57 çулта тухаççĕ. Тĕслĕхрен, 1966 çулта кун çути курнă хĕрарăм çак ÿсĕмпе пенсие 2024 çултан кайма пултарать /çав вăхăтрах куçăм положенийĕсене шута илсе пенсие тухмалли пĕтĕмĕшле ÿсĕм 2024 çулта 58-па танлашать/.

4 ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен воспитани панă амăшĕсем тивĕçлĕ канăва 56 çул тултарсан каяççĕ. Тĕслĕхрен, 1965 çулта кун çути курнă хĕрарăмсем çак ирĕкпе усă курса пенсие 2022 çулта маларах йĕркелеме пултараççĕ /çав вăхăтрах куçăм положенийĕсене шута илсе пенсие тухмалли пĕтĕмĕшле ÿсĕм тапхăрта 56,5-пе танлашать/.

1964 çулта çуралнисене илес тĕк вĕсем 2019-2020 çулсенче 55,5 çул тултарсан канăва каяççĕ.

Çыру авторне çакна пĕлтеретпĕр: 2019 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче эсир 55 çул тултарсан, миçе ача çуратнине пăхмасăр, çав çулăн иккĕмĕш çурринче, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, пенси йĕркелеме пултаратăр. Çапла тумашкăн документсен пуххине Пенси фондне пĕр уйăх малтан çитерсе памалла.

З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code