Çамрăкран йывăр шăпапа тĕл пулнă, сусăра тухнă çынсене хисеплесе инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн районти «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче анлă мероприяти иртнĕ.
Хевтесĕр мар вĕсем, вăй танçи майпа йĕркеленĕ ăмăртусене кашнийĕ хастар кăмăл-туйăмпа хутшăннă. Курма пынисем – инвалидсен тăванĕ е çывăх юлташĕсем кунта нумаййăн пулни уява тата ытларах илем кÿнĕ.
Спорт комплексĕнчи тĕл пулу пĕр-пĕрне курса ахаль калаçнипе анчах мар, кулленхи пурнăçри пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнипе нумайлăха асра юлĕ. Вăл усăллă та иртнĕ. Мĕншĕн тесен унта вĕсене тĕрлĕ ыйтупа пулăшма пултаракансем – районти больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова, 40-мĕш номерлĕ аптека ертÿçи Роза Молодова, пенси уйрăмĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçисем – Зинаида Яковлевăпа Ирина Аникина, социаллă страховани уйрăмĕн ертÿçи Алина Сверчкова хутшăннă.
Спорт ăмăртăвне юрă-ташă ăстисем илем кÿни те уява хутшăннисен чун-чĕрине ырăлăх, канлĕх кÿнĕ.
Вырсарникун инвалидсен кунне халалланă анлă мероприяти Ĕнелти культура çуртĕнче иртет. Унта Тÿскел тата Ĕнел ялĕсенчи инвалидсем хутшăнĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: ăмăрту саманчĕ.