Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Клиентсем кăмăллă пулччăр

Клиентсем кăмăллă пулччăр

Елчĕкри Советсен урамĕнче вырнаçнă РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службинче пулса курман çын сахал пулĕ. Вăл налук службин çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Юлашки вăхăтра уйрăм хăйĕн сăнне тĕпрен улăштарчĕ. Кунта пысăк юсав ĕçĕсем ирттерчĕç.

Чи малтанах пырса кĕнĕ çĕрте хăйне евĕрлĕ, хевтесĕр çынна меллĕ пандус туса хуни куç умне курăнать. Шалта та çутă, хăтлă, ирĕклĕ. Стенасем çинче ăнлантару стенчĕсем. Кунта тĕрлĕ ыйтупа килекен çын чи малтанах ятарлă компьютерпа специалист патне хăш вăхăтра кĕмеллине талон илет. Унăн ыйтăвне 13-20 минут хушшинче тивĕçтереççĕ. Клиентсене меллĕ пултăр тесе коридорта компьютер лартнă. Унпа кирек кам та пенсипе çыхăннă ыйтусене пĕлме пултарать. Ăш пиллĕ те пысăк тавра курăмлă специалистсем çĕнĕ техникăна ăнлансах çитеймен аслă ăру çыннисене унпа мĕнле ĕçлемеллине вĕрентесси те ырă йăлана кĕнĕ.

Кăштах историе илес пулсан, Раççей Федерацийĕнче Пенси фончĕ 1990 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Унăн тĕп çул-йĕрĕ – аслă ăру çыннисене тата пулас пенсионерсене тивĕçлĕ ватлăхпа тивĕçтересси. Чи малтанах фондăн пирвайхи тĕллевĕ страховани взносĕ пухасси шутланнă. РФ Президенчĕн 2000 çулхи указĕпе килĕшÿллĕн РФ субъекчĕсене патшалăх пенсийĕсене тÿлемелли полномочисене те Пенси фондне панă.

Раççей пенси тытăмĕнче улшăнусене ÿстернĕ май ăна çĕнетесси çивĕч тăнă. 2001 çултан пенси реформи пуçланнă май 2002 çултан çĕнĕ законодательство вăя кĕнĕ. Реформăн тĕп тĕшши работникпа ĕç параканăн хушшинчи çыхăнăва тĕпрен улăштарасси тата кашни ĕçченшĕн страховани взносне тÿлессипе ĕç параканăн яваплăхне ÿстересси пулса тăнă. Хальхи вăхăтра районта 7644 пенсионер шутланать, вĕсенчен 6977-шĕ страховани, 567-шĕ социаллă пенси илеççĕ. Кăçал районти пенсионерсен пенси виçи ÿсрĕ. Ватлăхра паракан пенсин виçи вăтамран 12179 тенкĕ те 89 пуспа танлашать. 11 уйăхра РФ пенси фончĕ пирĕн района пенси, пособи, ытти социаллă тÿлевсем пама 596 миллион та 990 пин тенкĕ уйăрнă.

Районта федераци çăмăллăхçисем – 2196 çын. Вĕсем уйăхсерен илекен вăтам укçа тÿлевĕ 2335,91 тенкĕпе танлашать. Каласа хăвармасăр иртес мар, районти 1330 çемье амăшĕн капиталне тивĕçнĕ. Вĕсенчен 980 çемье ăна пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма янă.

Пенсие индексациленипе пĕрлех клиент служби районти пенсионерсен укçине ÿстерес тесе тĕллевлĕ ĕçлет: пенси ĕçĕсене инвентаризациленĕ май хăш-пĕрисене ăна тупăшлă тепĕр тĕрлĕ пенси çине куçарать, çывăх вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухакансемпе ятарласа тăрăшать, иждивенецсем пур граждансен пенси правине пĕтĕмĕшле пурнăçлать тата ытти те.

Кашни гражданинăн Пенси фондĕнче харпăр хăйĕн счечĕ пур. Унта, паллах, укçа упранмасть. Кунта çыннăн пенси прависем пирки информаци вырнаçтарнă. Кашнийĕн вăл вăрттăнлăхра упранать.

Халĕ ырă улшăнусемпе килĕшÿллĕн аслă ăру çыннин пенсийĕ мĕн чухлĕ ĕçлесе илнинчен килет.

Пурте пĕлетпĕр, çитес çул пенсин çĕнĕ законодательстви ĕçе кĕнĕ май /çĕнĕлĕхсем пирки эпир хамăр хаçатра çутатсах тăтăмăр/ клиент службин ĕçĕ питĕ тăкăс. Çапах та харсăр хĕрсем вăхăт таппипе тан утаççĕ, каçа юлса ĕçлесен те ÿпкелешмеççĕ, аслă ăру çыннисем вăхăтлă пенси илччĕр тесе çанă тавăрса тăрăшаççĕ.

Коллектива РФ Пенси фончĕ йĕркеленнĕренпех, 28 çул, Зинаида Яковлева ертсе пырать. Ăста та тарăн пĕлÿллĕ, ĕçшĕн чунне паракан, çĕнĕлĕхсене витĕр пĕлекен Зинаида Анатольевнăн çепĕç калаçăвне, ялсене тăтăшах тухса çÿресе халăхпа тĕл пулнă е тĕрлĕ коллективсенче пулса пенсин çĕнĕ законодательствине тĕплĕн, «чăмласа» ăнлантарнине пĕрре мар курма тÿр килнĕ. Аслă ăру çыннисене чăвашла тарăннăн ăнлантарни мĕне тăрать тата.

Клиент службинче унсăр пуçне тата ултă специалист тăрăшать. Иккĕшĕ клиентсене йышăнаççĕ пулсан, ыттисем пенси, социаллă тÿлевсем шутласа парассишĕн яваплă.

Коллектив туслă та çирĕп, кашнийĕшĕ хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлет. Лира Кучкова, Надежда Питакова 20 çул ытла стаж пуçтарнă. Вĕсем хыççăнах ĕçлеме пуçланă Елена Львова, Татьяна Агеева, Наталья Амасева, Марина Воронцова хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн наградăсене те тивĕçнĕ чылайăшĕ. Ĕçе тата пахалăхлăрах йĕркелес тесе специалистсем тăтăшах хăйсен квалификацине ÿстереççĕ. Кашнийĕшĕ çулсеренех республикăри «Чи лайăх специалист» конкурса хутшăнать.

«Пенсионщиксем» халăхпа ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Районти клиент службине уйăхсерен 1200 çын тĕрлĕ ыйтупа пырать. «Хĕрÿ лини», куçса çÿрекен клиент службине йĕркелени чи инçетри ялсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин те хăвăрт татса пама пулăшать.Кăçал кăна 101 хутчен вырăна тухса 405 граждан ыйтăвне пăхса тухнă. Ял çыннисемпе 102 тĕл пулу йĕркеленĕ.

Юлашки çулсенче çынсен пенсине палăртма электрон мелĕпе анлăн усă кураççĕ. Çакă ĕçлекен çынсемшĕн питĕ меллĕ – вĕсем пенсие палăртиччен пенси фондне килмессе те пултараççĕ – страховательсем кирлĕ документсене электрон мелĕпе çитереççĕ.

– Умра – саккунсене пурнăçламалли тата çĕнĕ тĕллевсем. Пирĕн ĕç – професси кăна мар. Ку пирĕн тата эпир ĕçлекен çынсен шăпи, – тет туслă коллективăн хастар ертÿçи.

Зинаида Яковлева Раççей Пенси фондне туса хунăранпа 28 çул çитнĕ ятпа ĕçтешĕсене, клиентсене ăшшăн саламлать, çирĕп сывлăх, пурнăçра тăнăçлăхпа ăнăçлăх, савăнăç, телей сунать.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code