Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ

Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград хулине хÿтĕленисен хушшинче пирĕн район çыннисем те пур.

Вĕсенчен пĕри – Александр Дмитриевич Пчелов. Вăл вăрçă хирне 1942 çулхи августăн 22-мĕшĕнче тухса кайнă, тăшмана хирĕç Ленинград фрончĕн йышĕнчи стрелоксен запасри 127-мĕш полкĕнче çапăçнă. Çапăçусен вăхăтĕнче йывăр аманнă, госпиталь хыççăн ăна запасри 464-мĕш артиллери полкне телефониста куçарнă. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕ пурнăçран уйрăлнă. Паянхи кун унăн мăшăрĕ Нина Андреевна пурăнать.

Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 çул çитнине паллă тунă кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Пчеловсен килĕнче пулнă, салтак арăмне упăшки ячĕпе Санкт-Петербург правительстви ячĕпе килнĕ «Ленинград хулине нимĕç захватчикĕсенчен тасатнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа» асăнмалăх паллăпа наградăланă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе те саламланă май парнепе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code