Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен

Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен

Иртнĕ эрнере Елчĕк район делегацийĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче «Карусель» техника оборудованиллĕ сĕт сумалли блок епле ĕçленипе паллашнă.

Ял хуçалăх предприятийĕ ăна иртнĕ çул хута янă, инвестици проекчĕн хакĕ 104 миллион тенкĕпе танлашнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Альбина Новикова ертсе пыракан «Коминтерн» хуçалăхра хăюллăн пурнăçа кĕртме пултарнă çак ĕçе пысăк хак панă, производствăра – уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче çĕнĕ технологисене «симĕс çутă» парсан çеç малалла çирĕппĕн аталанма пулнине палăртнă. Çакна «Коминтерн» ЯХПК çитĕнĕвĕсемпе çирĕплетнĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code