Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ канмалли кунсенче пулса иртнĕ мероприятисем пирки чарăнса тăчĕ. Сăмах май, вĕсенче пуринче те вăл хăй пулнă. Кушкă ялĕн хастарĕ, чун-чĕрипе спорта парăннă Николай Баринов çуралса ÿснĕ тăван ялта кашни çул ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхипе 15-мĕш хут пулнă ăмăрту пит çивĕч иртнĕ, куракансем те – ватти-вĕтти йышлăн пулнă. Хăйĕн чун-чĕрин хистевĕпе яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма хутшăнакан Николай Бариновăн пархатарлă ĕçне ял-йыш тивĕçлипе хаклать.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче вара хĕллехи çил-тăманран, сивĕрен хăрамасăр вакă касса пулă тытакансем тĕл пулнă. Тĕрлĕ номинацисенче йĕркеленĕ тупăшу пит кăсăклă, пурне те килĕшмелле, асра юлмалла иртнĕ.
Николай Петрович çавăн пекех Елчĕк ялĕнче пурăнакан, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранне Мария Абрамовăна 100 çулхи юбилей ячĕпе саламлама хутшăннă. Сайра çынна çакăн чухлĕ кун-çул тăршшĕне утса тухма, унтан та ытларах, çирĕп ăс-тăнпа пурăнма шăпа тухать. Мария Диомидовна район администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулсан иртнине аса илнĕ. Вăл яваплă ĕçре пиçĕхнĕ тапхăрти кашни саманта çак вăхăтченех асра, куç умĕнче тытнинчен кĕрекене пуçтарăннисенчен чылайăшĕ тĕлĕннĕ те.
Патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен районти нумай функциллĕ центр директорĕ Людмила Викторова тата районти централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Марина Демьянова хăйсем ертсе пыракан коллективсем пурнăçлакан ĕç-хĕл пирки, малашнехи тĕллевсем çинчен каласа кăтартрĕç.
Кăçал юр нумай çăвать. Чылай регионта хулăн юр йывăрăшне чăтаймасăр зданисемпе сооруженисен тăрри-çи виттийĕсем ишĕлсе аннин тĕслĕхĕсем çине-çинех тĕл пулаççĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин ертÿçĕсен умĕнче шăпах çак ыйтупа тухса калаçрĕ. Çурт-йĕре тытса тăрассишĕн должноçри яваплă çынсен тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ.
С.АНАТОЛЬЕВА.