Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр самантра çухалнă «пуянлăх»

Пĕр самантра çухалнă «пуянлăх»

«Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян», – тесе шăрантарать В.Адюков. Чăн та, пурнăçра аттепе анне юнашар пулнинчен ырри мĕн пултăр; Анчах та вĕсем пирĕн çумра ĕмĕрĕпех пулаймаççĕ çав. Пурнăç урапи пĕр тикĕс шумасть, ыррипе юнашарах усалли те çÿрет.

Хăвăлçырма ялĕнчи Аслă урамра вырнаçнă Молостовсен çурчĕ кĕске хушăрах пушанчĕ те юлчĕ. Пире яланах хаваслă кулăллă хуçасемпе, пăсланса ларакан яшкапа, ырă шăршăллă кăпăшка çăкăрпа кĕтсе илекен çурт тунсăхлăн курăнса ларать халĕ аякранах. Унта 56 çул пĕр çăвартан пĕрле пурăннă Фаина Германовнăпа Альберт Константинович текех çук ĕнтĕ пирĕн хушăмăрта. Анне Вырăскасси хĕрĕ пулнă. Кăвак куçлă, вăрăм çÿçлĕ пикене атте пĕрре курсах юратса пăрахнă. 1962 çулхи ноябрь уйăхĕнче çемье çавăрнă вĕсем. Анне аллинче пур ĕç те выляса тăратчĕ тейĕн: тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те, кĕпе-саппун çĕлеме ăстаччĕ çывăх çыннăмăр, арçын ĕçне те тиркесе тăмастчĕ. Ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра ĕçленĕскер çулсерен миçешер центнер хăмла татман-ши, миçе гектар çĕр улми, кăшман пайĕ çумламан-ши? Вăл колхозри чи хастар ĕçченсенчен пĕри пулнине сĕтел сунтăхĕнче типтерлĕн упранакан Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Аттене ялта Куля тете тесе чĕнетчĕç. Эпĕ астăвассах вăл колхозра аслă конюхра тăрăшатчĕ. Ака вăхăтĕнче тырă им-çамлас ĕçе шаннă ăна.

Кирек хăш ĕçе те пурнăçлама ÿркенмен, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ мăшăр 6 хĕрпе 1 ывăл çитĕнтернĕ.

– Пурăнан пурнăçра темĕн те пулма пултарать: лайăххи те, начарри те. Лайăххи çумĕнче пуçна ан каçăрт, начарри пулсан пуçна ан ус, – аннемĕр çапла ăшпиллĕн вĕрентсе калани паянхи кун та пуçран тухмасть.

Аттепе анне пире – хăйсен юратнă тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ тесе шутлатăп эпĕ. Паянхи кун 7 ачи те хăйсен «йăвисене» çавăрса тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ, тĕрлĕ професси илнĕскерсем юратнă ĕçĕсенче тăрăшаççĕ: вĕрентекен те, воспитатель те, инженер та, ертÿçĕ те, строитель те, технолог та пур вĕсен хушшинче. Пире мĕн пĕчĕкрен тараватлăхпа вашаватлăха хăнăхтарнă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмаллине те хăйсенчен вĕренсе ÿснĕ эпир. Ĕмĕрĕсенче никампа та вăрçăнса курман, пĕр касри, пĕр ялти кашни çынпа тату пурăннă. Урисем утнă, сывлăхĕ пур чухне яланах теприне пулăшма ăнтăлнă.

Уявсенче аттемĕр купăсне тăсса яратчĕ те – кил-çурт хаваслă юрă-кĕвĕпе тулатчĕ. Аннемĕр чăваш, вырăс халăх юррисене чылай пĕлетчĕ, вĕсене пур кăмăлтан шăрантаратчĕ. Вĕсенченех куçнă ĕнтĕ Коля шăллăма купăс калас, Тамара йăмăкăма юрлас ăсталăх.

Çемьере тирĕк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть – аннен ăсĕ, тÿсĕмлĕхĕ, пурнăçа майлаштарса ырă енне çавăрса пыма пĕлни йывăрлăхсене сирсе пыма пулăшнă.

Çывăх çыннăмăрсем çинчен иртнĕ вăхăтра çырма çав тери йывăр иккен вăл. Йывăр чире пула анне пиртен маларах уйрăлса кайрĕ. Атте вара çак хуйха чăтаймарĕ, мăшăрĕшĕн хытă куляннипех пулĕ ун хыççăн 10 кунранах яланлăхах куçĕсене хупрĕ. Унтанпа çур çул çитрĕ. Текех тăван килĕмĕрте пире шурă тутăрлă аннепе тĕм хура çÿçлĕ атте чÿречерен пăхса кĕтсе илмеççĕ. Пурнăçри çирĕп тĕрекчĕ вĕсем пирĕншĕн. Шел, питех те шел…

Тен, вĕсене пирĕншĕн тăрăшнă чухлĕ пулăшаймарăмăр, пăхаймарăмăр та пулĕ, шăкăл-шăкăл калаçса ларнă вăхăтра тав сăмахĕ те калама ăс çитереймерĕмĕр пулĕ. Каçарччăрах ĕнтĕ вĕсем пире.

Эпир – 7 ачипе 13 мăнукĕ вĕсен çутă сăнарĕсене нихăçан та асăмăрсенчен кăлармăпăр, чиркĕве çÿресе чунĕсемшĕн çуртасем лартăпăр.

Зинаида МИХЕЕВА.
Хăвăлçырма ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: аттепе анне мăнукĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code