– 1997 çулта Мускаври Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине вĕренме кĕрес текенсене пухассине пĕлтĕм, – паянхи професси çулĕ çине мĕнле тăни çинчен каласа парать пирĕн ентеш – Тĕмер ялĕнче çуралнă, республикăри театр деятелĕсен союзĕн членĕ, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Марина Александровна Яковлева. – Мускавран Чăваш драма театрне педагогсем килчĕç. Питĕ вăйлă тĕрĕслерĕç. Пĕр вырăна 15 хĕрччĕ эпир! Эпĕ телейлĕ çичĕ пикепе ултă каччă шутне лекме пултартăм. Пилĕк çул вĕреннĕ хыççăн тăван театрах таврăнтăмăр.
Марина пулас мăшăрĕпе – Арсентий Димитриевпа – пĕрле вĕреннĕ. Пĕрлех пĕр коллективра ĕçлеççĕ паян.
15 çул ĕç тапхăрĕшĕн нумай мар, çапах та çак таранччен çамрăк актриса 25 спектакльте выляма ĕлкĕрнĕ. Пĕрремĕш роле те лайăх астăвать: Левтина Марье çырнă «Пурçăн кÿлĕ вăрттăнлăхĕ» спектакльти Розалия. Тĕп сăнар. Дебютрах! Кайран тĕрлĕ характерлă героиньăсен чаплă сăнарĕсем татах пулнă-ха: Феня /Н.Угарин, «Суйлакана суйпике»/, Ира /Г.Рябкин, «Ку хĕрачара темĕн пурах»/, Люба /Н.Терентьев, «Ыйăх çухатнисем»/…
«Куккук куççулĕ» драмăри Аннушка ролĕшĕн ăна «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс лауреачĕ ятне панă.