Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чăвашсен çĕр пин тĕрĕ

Чăвашсен çĕр пин тĕрĕ

Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Тĕрĕ тĕнчинче» курав йĕркеленĕ.

Пирĕн халăхăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ. Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри – тĕрĕ эрешĕ.

Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян. Вăл ытти халăхăннинчен чылай енĕпе уйрăлса тăрать. Ĕлĕкхи чăваш тĕрринче çырулăх упранать. Унта хĕвел, çут çанталăк пулăмĕсем палăраççĕ. Тĕрĕре аваллăх çырăнать, унта çыннăн кун-çулĕ ÿкерĕннĕ. Тĕрĕре хĕрарăм тирпейлĕхĕ те палăрать: икĕ енчен пăхсан та вăл илемлĕ.

Чăвашсем мĕн авалтан шурă пир çинче тĕрленĕ. Çипписем çут çанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ытлашши йăмăх тĕссене килĕшÿсĕр тесе шутланă. Хĕрлĕ тĕс – юн, пурнăç, ĕç; симĕсси вара – çут çанталăк; сарă тĕс – хĕвел, телей; шурри – чун тасалăхĕ, çутă кун, хури – хура халăхăн çĕр тĕсĕ, халăх вăйĕ. Чăваш кил-йышĕнче хĕр ачасене 6-7 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. Вĕсем 12 çул тĕлне хăйсем тĕллĕн тĕрлеме пултарнă. Пирĕн аннесемпе асаннесем халĕ ытларах хĕресле мелпе тĕрлеççĕ. Анчах та мăн асаннесем хантăсла, чĕнтĕр, йĕпкĕн тата ытти çĕвĕпе усă курнă. Чăваш тĕрринче 32 тĕслĕ çĕвĕ тĕл пулнине чылайăшĕ пĕлетпĕр.

Авалхи çырулăх, чăваш йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ, юрри-кĕвви, тĕрри-çĕвви пире питĕ кăсăклантарать. Çавăнпа эпир вĕсене манăçа кăларас теместпĕр. Куравра чунтан юратса эрешленĕ сĕтел çи виттийĕсемпе, минтер пичĕсемпе, турăш умне çакмалли ал шăллисемпе, пит шăллисемпе, сăмса тутрисемпе тата ыттисемпе те паллашрăмăр.

Г.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code