Вулаканăм, эсĕ «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланă-и?
«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсем вара районти ытти çĕршер физкультурник пекех ГТО значкисчĕсем пулса тăчĕç. Çав ятпа вĕсене асăннă юхăма йĕркелесе пыракан «Улăп» физкультурăпа сывлăх керменĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов саламларĕ.
«Ылтăнлă», «кĕмĕллĕ» ĕçченсем хăйсем малашне те сывă пурнăç йĕркине сарассинче тĕслĕх пулмаллине палăртрĕç.