Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç çыннине – чыс, мухтав!

Ĕç çыннине – чыс, мухтав!

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăннă 48-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 2019 çулта районти Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă:

Александр Сергеевич АГЕЕВ, çул-йĕрпе куçса çÿрекен механизациленĕ колоннăн «Яльчикское» сахал яваплă обществăри водитель;

Сергей Васильевич БАЙМУШКИН, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизатор;

Александр Николаевич БИКУЛОВ, «Бикулов» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи;

Лариса Николаевна ВАСИЛЬЕВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ;

Алина Ивановна ВОРОБЬЕВА, Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕн районсем хушшинчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ;

Венарий Константинович ЗАХАРОВ, «Эмметево» сахал яваплă обществăри водитель;

Владимир Федорович КРЫСОВ, «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизатор;

Ольга Владимировна ЛЕВАЯ, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ;

Петр Венедиктович ЛЬВОВ, Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ, полици лейтенанчĕ;

Светлана Анатольевна МИХАЙЛОВА, «Елчĕк районĕнчи централизациленĕ библиотека тытăмĕ» культурăн муниципаллă бюджет учрежденийĕн Тăрăмри ял библиотекин заведующийĕ;

Наталия Валериевна НИКОЛАЕВА, халăха социаллă хÿтлĕх паракан Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ;

Людмила Владимировна ОРЛОВА, «Юман» лавккари сутуçă;

Алина Петровна ПАНКРАТОВА, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студентки;

Юрий Александрович ПЕТРОВ, Елчĕкри газ участокĕн мастерĕ;

Татьяна Федоровна ПЛАТОНОВА, «Победа» ОООри пăру пăхакан оператор;

Николай Рудольфович РОМАНОВ, «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхри директор çумĕ;

Венера Витальевна ТЯБУКОВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта географи предметне вĕрентекен;

Ольга Николаевна ТЯБУКОВА, «Фармация» патшалăх унитарлă предприятийĕн «Елчĕкри 40-мĕш аптека» филиалĕн фармацевчĕ;

Анатолий Николаевич ФЕДОРОВ, «Воддорстрой» сахал яваплă юлташлăхăн генеральнăй директорĕ;

Кирилл Николаевич ЧЕРНОВ, Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code