Чăваш Ен «çĕнĕ модельлĕ поликлиника» тăвас енĕпе малтисен йышĕнче. Хальхи вăхăтра 22 поликлиникăра «перекетлĕ технологисен» ĕçне йĕркеленĕ. Республикăри 526 ФАПран кашни виççĕмĕшне çĕнетнĕ. Кăçал тата 26 фельдшерпа акушер пунктне çĕнетме палăртнă. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе 2018 çулта 5 мобильлĕ ФАП туяннă. Халĕ вĕсен хисепĕ пурĕ 14 шутланать. Кăçал куçса çÿрекен 16 ФАП, 1 маммограф, 1 флюорограф туяннă.
Унсăр пуçне, Чăваш Енре сывлăх сыхлавне аталантарассипе çыхăннă 7 проект пурнăçланать. Вĕсем: «Медицина-санитарин пĕрремĕш пулăшăвне парассин тытăмне аталантарасси», «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси», «Шыçă чирĕсемпе кĕрешесси», «Ачасен сывлăх сыхлавне аталантарассин программи», «Чăваш Республикинчи медицина организацийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси», «Сывлăх сыхлавĕнче пĕрлехи цифра контурне тăвасси», «Медицина пулăшăвĕн экспертне аталантарасси».
Ача-пăча поликлиникисен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 1,4 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Апла пулин те тĕп пуянлăх – кадрсем. Хальхи вăхăтра республикăра çамрăк специалистсене социаллă пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çав вăхăтрах «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем лайăх ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов палăртнă тăрăх, 2024 çул тĕлне халăхăн 55 процентне сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтармалла. Хальлĕхе çынсен 45 проценчĕ физкультурăпа туслă. Ачасене шкул саккинченех тĕрĕс апатлантарма хăнăхтарасшăн, çак тĕллевпе ятарлă мерăсем йышăнасшăн.