Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наци сывлăхĕ – тĕп ыйту

Наци сывлăхĕ – тĕп ыйту

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче «Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕпе çыхăннă лару-тăру» патшалăх доклачĕпе тухса калаçнă.

Ку чухне вăл медицина ĕçченĕсем граждансен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатас, вилекенсен шутне чакарас, профилактика ĕçне вăйлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине, çавна май хăш-пĕр енĕпе кăтартусене лайăхлатма май килнине палăртнă. Тĕслĕхрен, 6 çул хушшинче кун-çул тăршшĕ 2 процент ытла ÿснĕ, 72,9 çулпа танлашнă. Иртнĕ çул çавăн пекех вилекенсен шучĕ чакнă. Çак юхăм 2012 çултанпа – РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртме пуçланăранпа – çирĕп тытăнса тăрать.

Медицина пулăшăвĕ парасси те лайăхланса пырать, çĕнĕ мелсем, çав шутра ялсене тухса çÿрекен бригадăсем, телемедицина, информаци технологийĕсем ĕçе кĕреççĕ. Хальхи вăхăтра кашни районтах тĕп больницăсем ĕçлеççĕ, 179 ФАПа юсаса çĕнетнĕ, ялта пурăнакансем валли куçса çÿрекен 14 комплекс туяннă. «Земство тухтăрĕ» программа вăйра тăнă вăхăтра ялсенчи сиплев учрежденийĕсене 426 тухтăр ĕçе вырнаçнă. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме отрасле укçа-тенкĕпе пулăшни хăват панă. 2018 çулта сывлăх сыхлавне аталантарма 19 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Малтанхи çулхинчен – 20 процента яхăн ытларах. Иртнĕ çул çăмăллăхсемпе усă куракан категорири граждансене эмелсемпе тивĕçтерме те ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code