Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Предпринимательсенче – пысăк шанăç

Предпринимательсенче – пысăк шанăç

Иртнĕ эрнере – суту-илÿ отраслĕн ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин специалисчĕсемпе ытти яваплă çынсем хутшăннипе Елчĕк районĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый канашлу ĕçне йĕркелесе ертсе пынă май пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн кăçалхи 6 уйăхри аталанăвĕ çинчен чарăнса тăнă.

Район экономикине аталантарассинче предпринимательсен ĕçĕ, чăннипех, пысăк вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче предпринимательлĕхĕн 559 субъекчĕ ĕçленине шута илнĕ. Çав шутра 94 пĕчĕк предприяти, 2 вăтам предприяти, 396 уйрăм предприниматель, 67 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 52 уйрăм пайтаçă хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе янă пулин те маларах çак статуса йышăннисенчен 60-шĕ тĕрлĕ сăлтава пула çак тивĕçе пурнăçлама пăрахнă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 38 проценчĕ суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферине, 26 проценчĕ ял хуçалăхне тивĕçет. Ял хуçалăх отраслĕ экономикăн тĕп секторĕ шутланать. Продукцие ĕçлесе хатĕрлекен производство тÿпи те, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси те 17 процентпа танлашать. Усламçăсен 8 проценчĕ строительство ĕçне суйласа илнĕ. Отчетлă тапхăрти пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 1275,7 пин тенкĕпе /иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3,6 процент ытларах/ танлашнă. Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче пурĕ – 2220, пĕлтĕрхинчен 5,3 процент ытларах çын ĕçленĕ. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 17500 тенкĕ /иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 107,9 процент/ пулнă.

Республикăри бизнес-инкубатор, микрокредит компанийĕн специалисчĕсем, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй пулăшуçи тата район администрацийĕн экономика секторĕн пайĕн специалисчĕ тухса калаçнинче предпринимательсене кăсăклантараканни сахал мар пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code