Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сунарçăн мĕн пĕлмелле?

Сунарçăн мĕн пĕлмелле?

2019 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче сунарăн кĕркуннехи тапхăрĕ пуçланчĕ. Сунар йĕркине тата чарусене Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин 2010 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчи 512 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Сунар йĕркинче» çирĕплетнĕ.

Ухутана тухнă çыннăн çумра сунарçă билечĕ, сунар пăшалне упрама тата илсе çÿреме ирĕк панине ĕнентерекен хут, путевка, чĕр чунсен уйрăм тĕсĕсене тытма ирĕк паракан лицензи пулмалла. Пăшалпа çыхăннă йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: ăна ятарлă чехолта е йĕнĕре чиксе çÿремелле. Пăшала, патронсене упрас тата илсе çÿрес йĕркене пăхăнман сунарçăсене административлă майпа 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штрафлама е хĕç-пăшалпа патронсене туянас, упрас, илсе çÿрес ирĕке 6 уйăхран пуçласа 1 çулталăк таран туртса илме пултараççĕ. Енчен те сунарçă пăшала тата патронсене турттарас йĕркене пăсрĕ пулсан, административлă штраф виçи 1 пин тенкĕрен пуçласа 1,5 пин тенкĕпе танлашать.

Сунар умĕн е сунар вăхăтĕнче алкоголь шĕвекĕ ĕçме юраманнине те асра тытар. Пăшала ÿсĕрле йăтса çÿрекен граждансене Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 20.8 статйин 4.1 пункчĕпе явап тыттараççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем сунарçă ÿсĕр е ÿсĕр маррине палăртас тĕллевпе унран медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтнине хирĕçлекен граждансенчен хĕç-пăшалпа патронсене туянас, упрас, илсе çÿрес правăна 1 çулталăкран пуçласа 2 çул таран тытса илме е пăшалпа патронсене конфискацилеме пултараççĕ. 2013 çултан Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекса кĕртнĕ улшăнусем тата та çирĕп. Йĕркене пăхăнман сунарçăн сунар билетне 1 çулталăкран пуçласа 2 çул таран пăрахăçлама, сунар ĕçне пурнăçлас ирĕке тата пăшала туртса илме пултараççĕ.

Пăшал шÿте юратмасть. Йĕркене пăхăнни хамăра анчах мар, ыттисене те хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парать.

Л.НИКИФОРОВА,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code