Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патреккел чиркĕвĕ (Сăн ỹкерчĕк шăпи)

Патреккел чиркĕвĕ (Сăн ỹкерчĕк шăпи)

Çак сăн ỹкерчĕкре — 1742 çулта уçнă Патреккелти Успени чиркĕвĕ. Ăна мана 2014 çулта чылай çул хăйсен çемйин архивĕнче упраса пурăннă Патреккелти Александра Васильевна Добронравовăпа (99 çула çитнĕскер кăçал пурнăçран уйрăлчĕ) Михаил ывăлĕ пачĕç.

Александра Васильевна хăй те, унăн çемйи те Турă йĕркисене ĕмĕрĕпех çирĕп пăхăнса пурăннă.

— Чиркĕве хупсан кăштах вăхăт иртсен пĕрисен умĕнче (кам пулнине каламарĕ вăл) çамрăк ача çак сăн ỹкерчĕкпе выляса ларнине куртăм. «Пар-ха ăна мана», — тесе илтĕм те киле илсе кайса пуçтарса хутăм. Чылай çул упранать вăл, иртнĕ ĕмĕртенпех», — çак сăмахсемпе Саня аппа тĕпелти стена çинче çакăнса тăракан шăрпăк курупкинчен кăштах пысăкрах сăн ỹкерчĕке асăрханса илсе ман енне тăсрĕ. Ун умĕн пĕр-икĕ кун маларах вăл хăйĕн килĕнче чиркỹ сăн ỹкерчĕкĕ упранни пирки хыпарланăччĕ, ăна пысăклаттарма çук-ши тесе канашланăччĕ. Çакăн хыççăн вăхăта тăсмасăр тĕл пулма васкарăм Саня аппапа. Сăн ỹкерчĕке питĕ асăрханса тытрăм, чуна каласа ăнлантарама çук темĕнле ырă та савăнăçлă туйăм çупăрларĕ. Елчĕкри «ЭлектроНикС» салон ертỹçи Галина Никифорова питĕ ăста ĕçлесе çĕнетнĕ хыççăн сăн ỹкерчĕке А4 форматпа кăларттарса темиçе экземпляр хуçине парнелерĕм, оригиналне те тавăртăм.

— Тавах. Эпĕ ку сăн ỹкерчĕксене таврари ялсенчи хăш-пĕр пачăшкăна тата пуçлăхсене парнелерĕм, — хыпарларĕ кăмăллăн А.Добронравова.

Сăн ỹкерчĕке Патреккелте çуралса ỹснĕ, Елчĕкре пурăннă Мария Диомидова Абрамовăна (вăл та кăçал 100 çула çитсе пурнăçран уйрăлчĕ) кăтартрăм.

— Чиркĕве лайăх ас тăватăп-ха эпĕ. Кăнтăр енчен ỹкернĕ пек туйăнать. Сăн ỹкерчĕке кам тунине пĕлместĕп. Вăл вăхăтра фотограф нумай пулманнине шута илсен ăна пĕр ялти Василий Николаевич Добронравов учитель (вĕсен çурчĕ Михаил Блиновпа кỹршĕллĕччĕ) ỹкермен-ши текен шухăш пур. Каярах Кĕçĕн Патреккелне куçса кайнă пуль-ха вăл, — тенĕччĕ Мария Диомидовна.

Автор пирки хыпар пĕлмесен те пĕртен-пĕр упранса юлнă чиркỹ сăн ỹкерчĕкне тăвакана тата Александра Добронравовăна ял халăхĕ пысăк тав сăмахĕ калать — вĕсен пысăк тимлĕхне пула паян эпир Патреккел чиркĕвĕ мĕнлерех пулнине куçпа курса ĕненме, хаклама пултаратпăр.

Акчелте пурăнакан Владимир Московский таврапĕлỹçĕ Патреккелти Успени чиркĕвĕ пирки 2017 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче пичетленсе тухнă «Елчĕк ен» хаçатра архив материалĕсемпе усă курса чиркỹ историне тарăннăн çутатрĕ. Патреккел чиркĕвне 1742 çулта уçнă. Вăл Елчĕк тăрăхĕнче пуçласа тунă чиркỹсенчен пĕри пулнă. Çак чиркĕвĕн малтанласа чан вырăнĕ (колокольня) пулман. 1848 çулта ăна çĕнетсе хăпартнă. Йывăç пурасенчен тунă чиркĕве кирпĕч никĕс çине лартса вырнаçтарнă. Чиркỹ икĕ престолтан тăнă (пĕр енĕ анчах хутăннă): тĕп престол Турă Амăшĕн Успенийĕ ячĕпе, хушма престол — Воронежри Çветтуй Митрофан Чудотворец ячĕпе хисепленсе тăнă. Чиркỹ тăршшĕ — 14,5 хăлаç (30,9 метр), сарлакăшĕ — 9,6 метр, çỹллĕшĕ çỹлти карнис таран 14,2 метр пулнă. Икĕ иконостасран тĕп иконостас тăршшĕпе çỹллĕшĕ те 9,94-шар, тепĕр иконостас тăршшĕ 4,97, çỹллĕшĕ 2,13 метрпа танлашнă. Чиркĕвĕн чан çапмалли вырăнĕ пĕр тăрăллă, çỹллĕшĕ 9,5 хăлаç (20,2 метр) пулни паллă. Документсем тăрăх, чиркỹ чанĕ 30 пăт та 35 кĕрепенкĕ (595 кг), ял çыннисем каланă тăрăх 36 пăт та 14 кĕрепенкĕ — 995 кг пулнă. Чиркỹ çурчĕпе ун çумĕнчи масарăн çĕр лаптăкĕ — 2,92 га, 65,4 сухаланакан лаптăк га, 4,36 га çаран, 2,18 га улма-çырла пахчи, 0,13 га сухалама мелсĕр çĕр, 0,86 га Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ йышăнакан çĕр лаптăкĕ шутланса тăнă. Патреккелти Успени чиркĕвĕн прихутне тĕрлĕ çулсенче Патреккел (прихут центрĕ), Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Елчĕк, Акчел, Тỹскел, Ĕнел, Тăрăм, Кипеç, Вăрăмхăва ялĕсем кĕнĕ. 1845 çулта ялта земствăн 2 класлă училищи уçăлнă. Чиркỹ, шкул ĕçне сарас ĕçре чиркĕвĕн пачăшки Иван Иванович Миролюбов пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Мăшăрĕпе 11 ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсен шăпи пирки В.Московский маларах асăннă статьяра тĕплĕн çутатнă. Патреккел чиркĕвне 1930 çулта хупни, çак çулах чиркĕвĕн чанне антарни, вăхăт иртнĕ май кунта клуб туни паллă, каярах çурта пăснă.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code