Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра хыпарлав тытăмĕн электросиренисене тĕрĕслеççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ халăха электросиренăсем янăранине лăпкăн йышăнмалли, çав вăхăтра хăйсен ĕçĕнчен пăрăнмалла марри пирки аса илтерет.