Виçĕмкун район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2019 тата планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Улшăнусем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕн 2019 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 404749708,53 тенкĕпе, расхутсен пайĕ 429172995,79 тенкĕпе танлашмалла, дефицит – 24423287,26 тенкĕ. Депутатсем бюджета пысăклатакан улшăнусене ырларĕç.
Халăх суйлавçисем çавăн пекех Елчĕк районĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тÿлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетрĕç, районăн муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха тытса пырасси тата йĕркелесси çинчен калакан Положение улшăнусем кĕртрĕç.
Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова район харпăрлăхĕнчи пурлăха ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарас ыйтупа тухса калаçрĕ. Депутатсем сĕнÿсене ырларĕç, кун йĕркинчи ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин сăмах илчĕ. Вăл район ĕç ăмăртăвĕсенче яланах малти ретре пулнине, кăçалхи тата ытти çулхи çитĕнÿсем пурте пĕрле тăрăшса, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесе пынăран пулнине, кунта халăхпа пĕрле районти мĕн пур депутатăн тÿпи пысăккине палăртрĕ. Вĕсене ертÿçĕ малашне те активлăх кăтартма, граждансен пурнăçне лайăхлатас ĕçре çĕнĕ пуçарусем тума сĕнчĕ.
Е.ПЕТРОВА.