чун-чĕрепе парăнса тивĕçлĕ çитĕнÿсемпе палăракан вĕрентекенсем сахал мар районта. Вĕсенчен пĕри – Лаш Таяпа шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталья Абдулкина.
Педагог ăсталăхне олимпиадăра тата тĕрлĕ конкурсра палăракан вĕренекенĕсем çирĕплетеççĕ. Уроксенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куракан, пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçлекен учителĕн ачисем район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче призлă вырăнсене йышăнаççĕ. 2017 çулта, сăмахран, вăл вĕрентекен Татьяна Арефьева республикăра çĕнтерсе пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Манăн вырăс чĕлхи» конкурсăн финалисчĕ пулса тăнă. Вĕрентекен хăй те профессипе çыхăннă конкурссене, спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнать, обществăлла ĕçре хастар. Ахальтен мар профсоюзăн шкулти пуçламăш организацийĕн председателĕ пулма шаннă ăна.
Наталья Петровнăн педагогикăри ĕç стажĕ 20 çулпа танлашать. Çак хушăра чылай ачана çирĕп пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратма хутшăннă пултаруллă педагог.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Наталья Абдулкина урокра.