Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллев пурнăçланать

Тĕллев пурнăçланать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене татса пачĕç.

Кун йĕркинче çирĕплетнĕ ыйтусене сÿтсе явма пикениччен:

– Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявне ирттерме лайăх хатĕрленнĕ, пасар та тупăшлă ĕçленĕн туйăнчĕ,-тесе пĕтĕмлетрĕ Николай Петрович иртнĕ шăматкун пулса иртнĕ мероприяти пирки.

Пĕрремĕш ыйтупа – кăçалхи 9 уйăхра Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ мĕнле пурнăçланни çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Ирина Теллина чарăнса тăчĕ. Вăл каласа кăтартнинчен çакна пĕлме пулчĕ: пĕрлештернĕ бюджетăн отчетлă тапхăрти тупăшĕ 285 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутран налук тата налук шутне кĕмен тупăшсен пайĕ – 61,3 миллион тенкĕ, республикăран килекен бюджетсем хушшинчи трансфертсем – 223,7 миллион тенкĕ пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕрлештернĕ бюджета 53 миллион тенкĕ ытларах /122,8 процент/ тупăш пырса кĕнĕ.

Район бюджечĕн тупăшĕ 274 миллион тенкĕпе, ял тăрăхĕсен 64,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне налук тупăшĕсем бюджета пурĕ 52730,5 пин тенкĕ, иртнĕ çулхинчен 6,6 процент ытларах пырса кĕнĕ. Ĕçлекен уйрăм çынсенчен тытакан налук /НДФЛ/ та бюджетра 32173 пин тенкĕ /4,6 процент ытларах/ пухăннă.

Ял тăрăхĕсен бюджечĕсене çирĕплетме каякан куçман пурлăх тата çĕр налукĕн парăмĕсем, октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне илсен, 791,9 пин тенкĕпе танлашнă. Чи нумай парăм – Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн – 153,8 пин тенкĕ, Елчĕк ял тăрăхĕн – 134,4 пин тенкĕ, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн – 94,7 пин тенкĕ…

Кăçалхи декабрĕн 2-мĕшĕччен 2018 çулшăн тăратнă налуксене те тÿлеме ĕлкĕрмелле. Çакăн пирки кашни çыннăн астуса тăмалла.

Централизациленĕ библиотека тытăмĕн отчетлă тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕпе Светлана Сайкина директор паллаштарчĕ. Çак вăхăтчен туса ирттернĕ мероприятисен ытларах пайне Раççейри Театр çулталăкне халалланă. Паллах, çапла пулмалла та. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене вулавăшпа туслашма хăнăхтарас тĕллевпе çĕнĕ кĕнекесен презентацийĕсене йĕркелесе ирттерессине тĕп вырăна хураççĕ тата ыт. те.

МВК «Экоцентр» ОООн клиентсемпе ĕçлекен районти специалисчĕ Татьяна Адюкова яланхиллех регион операторĕ умĕнчи тивĕçе пурнăçласси – уйăхсерен тÿлемелли укçа-тенкĕпе татăласси пирки сăмах пуçарчĕ. Октябрь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче районта пурăнакансен 77 проценчĕ тÿлевсемпе вăхăтра татăлнине çирĕплетнĕ пулсан, юлашкинчен пĕтĕмлетнĕ цифрăсем 81 процентпа танлашнине пĕлтĕмĕр. Апла пулсан, халăх ăнланать, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвать. Кирек хăш тÿлевпе те вăхăтра татăлнинчен лайăххи çуках.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code