Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем яваплă. Саккун вĕсене норма акчĕсемпе çирĕплетнĕ ĕç-хĕле анчах мар, шалти ĕçсен пайĕн пĕтĕм тивĕçĕсене туллин пурнăçлама ирĕк парать.
Районти полици пайĕнче хальхи вăхăтра полицин 5 участковăйĕ тăрăшать. Елчĕк тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе Георгий Шадриков, Лаш Таяпа ял тăрăхне – Ильнар Абейдуллин, Курнавăшпа Тăрăм ял тăрăхĕсене – Ольга Короткина, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне – Дмитрий Печков, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсене Петр Еремеев асăрхаса тăраççĕ. Вĕсем граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, общество йĕркелĕхне çирĕплетес, йĕркене пăсасран тата преступлени тăвасран асăрхаттарас тĕллевсене мала хурса тимлеççĕ.