Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тупăш пайĕ пысăк

Тупăш пайĕ пысăк

2019 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче Чăваш Республики республика бюджетне 16,1 процент чухлĕ ÿстерсе пурнăçланă.

Çак тапхăрта бюджетăн тупăш пайĕ 45 935,2 млн /иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 16,1 процент пысăкрах/, тăкаксен пайĕ 38 821,9 млн тенкĕпе танлашнă. Республикăн харпăр хăй тупăш 25106,8 млн тенкĕпе танлашнă, кăтарту 2,2 процент нумайрах.

Чăваш Ен хыснине Федераци бюджетĕнчен та сахал мар укçа-тенкĕ куçарнă – пурĕ 18201,7 млн тенкĕ ?26,9 процент нумайрах/.

Укçа-тенкĕн пысăк пайне вĕренÿ тытăмне 13 224,5 млн тенкĕ уйăрнă. Сывлăх сыхлавне 3 630,4 млн, социаллă политикăна 11 061,3 млн, наци экономикине 5 272 млн тенкĕ тăкакланă.

10 уйăхра инвестици пайне 3 736 млн /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1,7 хут нумайрах/ хывнă.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 51 752,9 млн тенкĕпе танлашнă, тăкаксен пайĕ – 45 610,7 млн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code