Шупашкарта пауэрлифтинг /жим/ енĕпе иртнĕ Чăваш Ен чемпионачĕпе первенствинче Николай Молоствов тренер вĕренекенĕсем кĕмĕл медальлĕ пулнă.
Таяпа Энтри каччи Николай Траншкин çамрăксем хушшинче 66 килограмлă виçере спорт мастерне выляса ярса 2-мĕш вырăн йышăннă. Вăл хăйĕн рекордне çĕнетсе кăтартăва 102 килограма çитернĕ. Аслă Елчĕкри Алексей Мешков, тимĕр вăййине нумаях пулмасть пикеннĕскер, арçынсен хушшинче призер йышне кĕнĕ: 110 кг.
Район команди ăмăртура 3-мĕш вырăн йышăннă.