Кантăрпа «туслă»
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакан Д.-на РФ Уголовнăй кодексĕн 228 статйин 2 пайĕнче палăртнă преступленишĕн айăпланă.
Вăл 2019 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче кÿршĕллĕ районти уйра кантăр пуçтарса ăна пысăк виçепе килĕнче упранă.
Елчĕк район сучĕ арçынна 3 çул та 6 уйăха çирĕп режимлă колоние яма йышăннă.
Йĕркене пăснă
Çул-йĕр правилисене пăхăнманни час-часах инкекпе вĕçленет.
В. ÿсĕрле автомашина рулĕ умне ларнă та çул-йĕр правилисене пăснă: Комсомольски-Елчĕк-Пăва çулĕпе пыракан автомашинăна ирттермесĕр çул çине тухнă, çавна май тĕп çулпа пыракан транспорта пырса çапăннă, унăн водительне сывлăх тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕ.
Район сучĕ В.-на РФ Уголовнăй кодексĕн 73 статйин 1-3, 5 пайĕсемпе килĕшÿллĕн 3 çула условнăй майпа айăплама йышăннă. Унсăр пуçне мораль сиенĕ кÿнĕшĕн инкек тÿсекен тĕлĕшĕпе 50 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме палăртнă.
Каллех ÿсĕрле
Шел пулин те, руль умне ÿсĕрле ларакансем тупăнсах тăраççĕ.
Хальхинче ГИБДД ĕçченĕсен куçĕ умне Кармал ялĕнчи П. пулнă. Вăл ÿсĕрле мопед çине ларса çула тухнă.
РФ Уголовнăй кодексĕн 264.1 статйипе айăпланакан П.-на район сучĕ обязательнăй ĕçсем ?100 сехет таран/ пурнăçлаттарма йышăннă, 2 çул транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнă.
Г.ЧЕРНОВА,
суд председателĕн пулăшуçи.