РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент служби 7400 ытла çынна пенсипе тивĕçтерсе тăрать. Вĕсенчен ĕçлекен пенсионерсем – 808.
Кăçал районти 260 çын пенсие тухрĕ. Вĕсенчен 24-шĕ ĕç стажĕ çителĕклĕ пулнăран тивĕçлĕ канăва кайнă.
Ача амăшĕн капиталĕпе усă курас текен çемьесен ыйтăвĕсене те тивĕçлипе татса парас тесе тимлетпĕр. 48 çемье /15437 пин тенкĕ/ амăшĕн капиталĕпе усă курнă. Вăл шутран 12 çемье /5283 пин тенкĕ/ кредит тÿлеме, 25-шĕ /9482 пин тенкĕ/ çурт-йĕр тума, 8 çемье /527 пин тенкĕ/ ачисене вĕрентме усă курнă.
Юлашки вăхăтра çынсен пенсине палăртма электрон мелĕпе анлă усă куратпăр. Çакă ĕçлекен çынсемшĕн уйрăмах меллĕ – вĕсем пенси фондне килмессе те пултараççĕ – страховательсем кирлĕ документсене электрон мелĕпе çитереççĕ.
Клиент службине тĕрлĕ ыйтупа килекен йышлă. Вĕсене черетре вăрах тăратмастпăр, 9 минутра пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшатпăр.
Ял çыннипе, пенсионер-и вăл е çывăх вăхăтра ватлăхпа пенсие тухать е шкул ачи – пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарасси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçассине, ăнлантарассине малти вырăна хурса библиотекăсенче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче 38 консультаци пункчĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех 88 тĕл пулу ирттерсе 529 çынна харпăр хăйĕн ыйтăвĕсемпе йышăннă. Палăртса хăварни вырăнлă: инçетре е пĕчĕк ялсенче пурăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем йĕркелени калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене 2400 çын хутшăннă.
Районта 695 страхователь учетра тăрать. Вăл шутра 278-шĕ ĕçпе тивĕçтерекенсем, 417-шĕ уйрăм предпринимательсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем.
Коллектив туслă та харсăр пулнăран умри тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласа пыратпăр. Уяв ячĕпе ĕçтешсене, клиентсене ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп.
З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи.
Сăн ÿкерчĕкре: туслă коллектив.