Декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 8-мĕшĕччен районта «Пиротехника» операци пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – халăха çак хатĕрпе усă курнă, суту-илÿ тунă чух йĕркене тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма хистесси, çул çитменнисене инкекрен асăрхаттарасси, пушартан сыхланасси.
Пиротехника хатĕрĕсене ятарлă лавккасенче туянмалла, сутуçăран сертификат ыйтмалла. Раççейре хатĕрленĕ таварсем çинче хатĕре ăçта туса кăларнине палăртакан, ют çĕршывран кÿрсе килнисем çинче курттăм суту-илÿ тăваканăн адресĕ пулмалла. Пиротехникăпа пурăнмалли çурт-йĕрте, вокзал çуртĕнче, чукун çул станцийĕнче, çĕр айĕнчи сооруженисенче, тепĕр урама каçма пулăшакан çĕр айĕнчи каçу вырăнĕсенче, пĕрлехи транспорт хатĕрĕсенче суту-илÿ тума юрамасть. Çурăлнă е катăлнă тавара ан туянăр.
Паллах, кашни хатĕрпе усă курнă чух инструкцие çирĕп пăхăнăр.
А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.