Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тепĕр çулччен, фестиваль!

Тепĕр çулччен, фестиваль!

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче Театр çулталăкĕ вĕçленнĕ ятпа «Юмах патĕнче хăнара» представлени иртрĕ.

Куракансем уявра хăйсене чăннипех те юмах тĕнчине лекнĕнех туйрĕç. Районти культура çурчĕсен çумĕнчи ачасен драма кружокĕсене çÿрекенсен ăсталăхĕ çулсерен ÿссе пыни тÿрех курăнчĕ. Уйрăмах Елчĕкри «Сириус», Шăмалакри «Премьера», Ĕнелĕнчи «Ровесник» коллективсенчи ачасем сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытрĕç. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен театр искусствине юратнине уççăн кăтартса пачĕç. Рольсене лайăх вылянипе Ульяна Шашкова /«Сириус»/, Никита Красновпа Роман Васильев, София Шуйкова /Шăмалак/, Мария Николаева /Ĕнел/ палăрчĕç. Режиссерсен чи лайăх ĕçĕ – Шăмалакри О.Егоровăпа Н.Герасимова лартнă «Дюймовочка» юмах постановки.

Театр çулталăкĕ, сывă пул! Районти ачасем хушшинче çулсерен иртекен «Юмах тĕнчинче» фестивалĕ вара – çитес çулччен!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code