Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Амăшĕн капиталĕ ÿснĕ

Амăшĕн капиталĕ ÿснĕ

Федерацин амăшĕн капиталĕн программи 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн /çемье/ капиталĕ 466617 тенкĕпе танлашрĕ. 2007 çултанпа 1,9 хут ÿсрĕ. Çавăн пекех амăшĕн капиталĕн шутĕнчен иккĕмĕш ачашăн уйăхсерен паракан тÿлев виçи те 611 тенкĕ ÿсрĕ, 9541 тенке çитрĕ. Ăна илме ирĕк паракан услови те улшăнчĕ: çемьери пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăш сумми хăпарчĕ. Халĕ вăл пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк икĕ виçе чухлĕ – 20268 тенкĕ. Çак çĕнĕлĕх амăшĕн капиталĕн шутĕнчен тата нумайрах ачаллă çемьесене тÿлев уйăрма май парать.

2007 çултанпа районти икĕ тата ытларах ачаллă 1333 çемьене амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне панă.

З.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code