Раççейри экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассин 30 проценчĕ телекурав е Интернет витĕмĕпе çыхăннă.
Хăш-пĕр тĕпчев палăртнă тăрăх, лару-тăру чăн та шухăшлаттарать: шкул ÿсĕмĕнче ача телевизорпа тата компьютерпа çынна вĕлернĕ тĕслĕхе вăтамран 100 пин хут курать.
Ачасене сиенлĕ информацирен сыхлас ĕçре Интернет-провайдерсен яваплăхĕ пысăк. Экстремизмпа, ача-пăча порнографийĕпе, наркотикпа, психотроплă хатĕрсемпе суту-илÿ тăвакансен çул-йĕрне пÿлессипе, этем пурнăçне сиенлекен пулăмсемпе çыхăннă информацие тĕпченĕ чух уйрăмах пысăк тимлĕхпе ĕçлеççĕ вĕсем.
Пĕлÿ паракан учрежденисенчи информаци йышăнма тата сарма пултаракан техникăн фильтрацийĕшĕн Интернет-провайдерсемпе пĕрлех организацисен ертÿçисем яваплă. Çак ĕçе мĕнле пурнăçласа тăнине прокуратура тĕрĕслесех тăрать.
Ачасене вĕсен сывлăхне тата аталанăвне сиен кÿрекен информацирен упрар.
Л.ЕГОРОВА,
полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.