2020 çулта Чăваш Енри АПКна кÿрекен пулăшу калăпăшĕ 19 процент ÿсмелле.
Республикăри аграрисене пулăшма 223,9 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрма палăртнă, ял территорийĕсене аталантарма – 206,3 миллион тенкĕ. Çапла вара пĕтĕмĕшле хисеп 2,7 миллиард тенкĕпе танлашать.
Ял хуçалăхне аталанма кÿнĕ унчченхи пулăшусем /элита вăрлăх, ăратлă выльăх туянма, сĕт туса илме, кредитăн процент ставкине саплаштарасси/ кăçал та сыхланса юлать. Унсăр пуçне, çĕнĕлĕхсем те ĕçе кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри – тăпрана извеçлеме каякан тăкаксен 90 процентне саплаштарни тата ыт.те.