Ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ иртнĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хăйĕнчен «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетме ыйтакан нумаййи çинчен пĕлтернĕ май ку ыйтăва татса памалли пирки сăмах пуçарнă. Ун шучĕпе, вăрçă ачисен хăйсен шухăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем чи малтан хăйсене шăпах хайхи статуса пама ыйтаççĕ.
Олег Алексеевич иккĕленмест: халь бюджета çирĕплетнĕ, çавна май хальлĕхе вăрçă ачисен социаллă хÿтлĕхне пырса тивекен, укçапа çыхăнман мерăсене палăртма пулать. Тĕрĕссипе, паянхи лару-тăру çапларах – укçапа çыхăнман мерăсем финанс мерисенчен те пĕлтерĕшлĕрех пулса тăма пултараççĕ. Хайхи статуса укçапа çыхăннă мерăсемпе «пуянлатмалли» мерăсем патне каярахпа таврăнма пулĕ.
Çак категорие Раççейĕн 1927 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çуралнă гражданĕсене кĕртесшĕн.
Çак шухăша Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова ырланă, ку темăпа депутатсемпе калаçнине палăртнă май тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрлеме пуçланине çирĕплетнĕ.