Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев иртнĕ ытларикун инфекци сарăлассипе кĕрешмелли мерăсене вăйлатрĕ. Çĕнĕ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе Елчĕк район территорийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн 2020 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнчи 50-р номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн яваплă ушкăн туса хунă. Çак ушкăн режима пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе ятарлă рейдсем йĕркелет.
Çивĕч лару-тăру сыхлăхлă пулма хистет. Юлашки талăкра çĕршывра 1459 çын чирленĕ, пĕтĕмпе çак тапхăр тĕлне 76 çын пурнăçран уйрăлнă. Апрелĕн 9-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ 34 çынна тупса палăртнă. Пĕр пациент сипленнĕ хыççăн больницăран тухнă. Апрелĕн 8-мĕшĕнче пĕр харăсах тупса палăртнă 15 çынран, иккĕшĕ – çул çитмен çамрăк /вĕсенчен 7-шĕ – Тăвай, 4-шĕ – Канаш районĕсенчен, 3-шĕ – Шупашкар, пĕри Улатăр хулисенчен/.
Апрелĕн 9-мĕшĕнчен тытăнса мобильлĕ ушкăнсем /вĕсем полици работникĕсене, райадминистрацин представителĕсене тата пичет ĕçченĕсене пĕрлештереççĕ/ кашни кунах тĕрлĕ ялта пулаççĕ. Виçĕ кун хушшинче ушкăнсем Елчĕк, Аслă Елчĕк, Тÿскел, Таяпа Энтри тата ытти ялсенче пулчĕç.
Маларах халăха карантин вăхăтĕнче килте пулма сĕннĕ анчах пулсан, çĕнĕ указпа килĕшÿллĕн урамра тĕллевсĕр çÿрекен çынсенчен питĕ çирĕп ыйтаççĕ. Халĕ ĕçе çÿрекенсем, унсăр пуçне лавккана, аптекăна каякансем, çÿп-çап тăкакансем, ватăсем патне апат-çимĕç, эмел е питĕ кирлĕ ытти хатĕр леçекенсем, е çивĕч лару-тăрура тухма пултараççĕ. Паллах, гражданинăн хăйĕн çумĕнче паспорт, ĕçе çÿрекенсен справка пулма тивĕç. Республикăна çĕршывăн ытти регионĕсенчен килекенсен 14 кун хăйсем пурăнакан вырăнтан, çул çитмен ачасен, 65 çултан иртнисен, респираторлă вирус инфекцийĕллĕ, ÿпке, чĕре, эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе час-час чирлекенсен килтен тухса çÿреме юрамасть. Çынсен пĕр-пĕринчен 1,5 метртан çывăхра пулмалла мар.
Сăлтавсăр çÿрекенсен тĕлĕшĕпе вара рейда тухнă мобильлĕ ушкăн членĕсем протокол хатĕрлеççĕ: граждансене 1 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 100-300 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Рейдсен тĕп тĕллевĕ – халăха хăратса сехĕрлентересси мар, самоизоляци йĕркине пăхăнса килте ларма хистесси, хамăрăн тата тăвансен сывлăхĕшĕн яваплă пулмаллине тепĕр хут аса илтересси.
Мĕн кăтартса пачĕ-ха районта 3 кун хушши иртнĕ рейд? Ялсен пысăк пайĕ пушă. Çакă çынсем кăткăс лару-тăрăва ăнланнине çирĕплетет. Çапах та хушăран урамсенче тĕллевсĕр çÿрекенсем те пур-ха. Елчĕк урамĕнче тĕл пулнă пĕр хĕрарăм /65 çултан иртнĕ вăл/, сăмахран, самоизоляци йĕркине пăхăнмасăр Аслă Елчĕке çитсе килнĕ. Хĕрарăмсем вара тантăшĕн çурчĕ умĕнчи сак çине пырса ларнă. Тепри Мускавран килни 2 кун иртмен пулсан та çула çитмен ачисемпе пĕрле урама тухнă. Коронавирус чирĕ пĕр-пĕринчен ерсе пирĕн тăрăхра та анлăн сарăлса кайма пултарассине тĕпе хурса йышăннă указа. Ăнланма пулать, халăх 4 стена хушшинче ларса ывăннă. Апла пулин те тÿсмелле, йĕркене çирĕп пăхăнмалла, килтех юлмалла. Çакна хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхне упрас тĕллевпе пурнăçламалла.
Е.ГЕННАДЬЕВА.