Хăрушă чир! Сыхлăха, яваплăха тата çирĕплетме хистет.
Сывлăш урлă ытла хăвăрт çынна ерме пултаракан коронавирус инфекцийĕ малалла сарăлас хăрушлăх пысăк. Çак пулăма чарса лартас тĕллевпе республика шайĕпе çирĕплетнĕ самоизоляци режимне çынсем епле йышăннине тата пăхăнса пурăннине районта çирĕп контроле илнĕ. Çак тĕллевпе йĕркеленĕ оперативлă ушкăнсем /çак йышра – район администрацийĕпе полици сотрудникĕсем, вĕсемпе пĕрле вырăнта тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçат журналисчĕсем/ иртнĕ эрнерен тытăнса кашни кунах /шăматкунпа вырсарникун та/ ял тăрăхĕсене çитсе кураççĕ, урамра тĕл пулнă кашни çынпа тенĕ пекех ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе ирттереççĕ.
Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин ертсе пыракан ушкăнпа тунтикун Аслă Таяпа ял тăрăхне çитсе килтĕмĕр.
Аслă Таяпа ялĕнче автомашинăна темиçе хутчен те чарма тиврĕ, хăш урампа ан ирт – çын çÿренине курма пулчĕ. Çитменнине, вĕсем пĕчченшерĕн те мар. Иккĕн, виççĕн… тĕл пулнă та юнашарах шăкăлтатса калаçса утаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсенчен нихăшĕ те сăмси-çăварне маскăпа та хупламан. Çак çынсем урама пĕр сăлтавсăр тухманнине те ăнланатпăр: хĕрарăмсем лавккаран таврăнаççĕ – çăкăр, ытти апат-çимĕçе туянмасăр пурăнма çуках, иккĕмĕшĕсем килти хуçалăхра пухăнса çитнĕ çÿп-çапа ятарлă вырăна леçме тухнă. Арçынсен тепĕр ушкăнĕ вара урам тăрăх мĕн сăлтава пула пĕрин хыççăн тепри утнине пĕлеймерĕмĕр. Çакна вĕсем хăйсем те ăнлантарма пултараймарĕç. Ĕçсĕр аптăраса çитнĕ пулсан та хальхи вăхăтра кил-çурт территорийĕнчен тухма, ытти çынсемпе тĕл пулма, юнашар тăрса калаçма та, çăвар-сăмсана маскăпа хупламасăр лавккана, сиплев учрежденине, çынсем час-часах пулакан ытти вырăнсене пырса çÿреме юраманнине самантлăха та манса каймалла марри çинчен пиртен кашнийĕ астуса тăма тивĕçлех. Тĕл пулса калаçнисене, асăрхаттарнисене шута илмен граждансен тĕлĕшпе малашне протоколсем çырма, саккунпа килĕшÿллĕн штрафсем хывма тытăнаççĕ. Çакă хăратни, ÿстерсе калани мар.
Аслă Таяпари куллен кирлĕ таварсемпе сутă тăвакан «Пчелка», «Кристина» тата «Светлана» лавккасем яланхи йĕркепех ĕçлеме тивĕçлĕ. Сутуçăсем чиртен хÿтĕленнĕ: пит-куçĕсене маскăсемпе хупланă, аллисене резина перчетке тăхăннă. Анчах лавккана апат-çимĕç туянма пыракансем пирки çавăн пек калаймăн. Çак пысăках та мар лавккасене пыракансен пĕр-пĕринчен 1,5 метртан тăмалли йĕркене пăхăнма та çăмăлах мар. Вĕсенче çакăн пирки асăрхаттарса çырнисене, паллă тунисене курма пулмарĕ.
Чăваш Тăрăмĕнчи лавккара анчах кунта кирлĕлĕхпе пынă икĕ çынна тĕл пултăмăр. Вĕсем сăмси-çăварне маскăпа хупланă – чăркăшма сăлтав тупăнмарĕ. Шуршура лавкка та хупă, урамра та пĕр çын чунĕ курăнмарĕ.
…Раççей Президенчĕ Владимир Путин коронавируспа кĕрешес енĕпе пысăк усă пама тивĕçлĕ тесе палăртнă «ĕçлемен» виççĕмĕш эрнене кĕтĕмĕр. Çав вăхăтрах пурнăçа тивĕçтерекен тытăмсен /власть органĕсен, медицинăпа полици, апат-çимĕç лавккисем, çыхăнупа пичет/ ĕçри яваплăхĕ тата ÿсет. Кунта ĕçлекенсем çак çăмăл мар вăхăтра хăйсен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕ çинчен шутламасăр çынсене пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсене пурне те – пысăк тав.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.