Аслă Çĕнтерÿ кунĕ – мăнаçлă уявсенчен пĕри. Вăл халăх чĕринче пĕр вăхăтрах савăнăçпа хумхану туйăмĕсене çуратать.
Майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ паттăрсене халалласа ирттерекен «Вилĕмсĕр полк» акци çулран-çул вăй илсе пырать. Шел пулин те, кăçал тĕнчипех усал чир сарăлнине пула эпир хăнăхнă ырă йăлапа паттăрсен сăн ÿкер-чĕкĕсене тытса урам тăрăх утаймăпăр. Çак акцие Интернет уçăлăхĕнче йĕркелени те унта кашни çынна хутшăнма май парать.
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вулавăш çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă е вăрçăран таврăнсан пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă фронтовиксен ячĕсене асрах тытать. Вулавăш ертÿçи Любовь Адюкова йĕркеленĕ флешмоб акцие малалла тăсакансемшĕн ырă тĕслĕх.