Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куç умĕнче – анне сăнарĕ

Куç умĕнче – анне сăнарĕ

Хамăн вăрăмах мар çырура манăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çывăх тăванăм – Иван Васильевич Фомин пирки çырса пĕлтерес килет.

«Пире тыткăнран хамăрăн салтаксем хăтарчĕç. Киле кайма вăхăт çитсен хăш-пĕр салтак тăван тăрăхне таврăнасшăн пулмарĕ, мĕншĕн тесен тыткăнра пулнисене пуçран шăлман ун чухне. Манăн куç умне вара сусăр тетепе чĕререн куççулĕ юхтарса юлнă аннен сăнарĕ тухса тăчĕç…», – çапларах аса илнĕ вăрçăран таврăнсан вăл.

Иван 1919 çулта Çуткÿл ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çемьере иккĕмĕш ача пулнă вăл. Ачисем ашшĕнчен ир тăлăха юлнă. Ашшĕ, Василий, Комсомольски районне кĕрекен Нĕркеç ялĕнче тир тунă çĕрте ĕçленĕ. Пĕринче ĕçлесе вăйлă ывăннă хыççăн тарланăскер йĕпе курăк çине выртнă та йывăр чирлесе кайнă. Чирĕ шала кайнăран кĕске вăхăтрах пурнăçран уйрăлнă. «Çĕр туртса илнĕ ĕнтĕ ăна», – çапларах калаçнă ун пирки ял халăхĕ. Икĕ ывăлне пĕччен çитĕнтерме çăмăл пулман амăшне. Пурăна киле тепĕр инкек тÿснĕ çемье: Иванăн тетĕшĕ çамрăклах çурăм шăмми çине ÿксе ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă, сипленнĕ хыççăн та йывăрпа утнă вăл. Çавна май И.Фомин амăшне тата тетĕшне пулăшас тесе пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ. Тертлĕ пурнăçпа çитĕннĕ пулсан та юман пек çирĕп те кĕрнеклĕ ÿснĕ ача. 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă çамрăк. Ăна салтака ăсатма пĕтĕм ял-йыш пухăннă. Вĕсен хушшинче ача-пăча та пулнă. Çак шăпăрлансен хушшинче вăл пĕр хĕр ачана йăтса илнĕ те ăна çÿле çĕкленĕ.

– Эп сана салтакран таврăнсан качча илĕп, – тенĕ йĕкĕт шÿтлесе.

Анчах та мĕн калаттарнă ăна çак сăмаха? Чылай çул иртсен вăрçăран таврăнсан Иван никама та мар, шăпах çак хĕре качча илнĕ. Шăпа пÿрнĕ пулĕ ĕнтĕ…

Финсемпе пынă вăрçа хутшăннă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç сапер пулса çапăçнă. Плена лекни пирки çапла каласа кăтартнă:

«Минăсем лартма хушу илтĕмĕр. Выртатпăр çапла окопра минăсем илсе килессе кĕтсе. Пире, 3 çынна, пĕр винтовка пачĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, нимĕçле калаçнисем илтĕнчĕç. Унччен те пулмарĕ, хам çине нимĕç пăшалпа тĕллесе тăнине асăрхарăм. Хăш вăхăтра персе те ятăм, хам та тÿрех куç тирсе ыратса кайнине туйрăм. Тăна кĕнĕ вăхăтра хам умра нимĕç санитарĕпе салтакĕ тăнине куртăм. Юлташăмсем пĕри те хускалмаççĕ. Вĕсене пурне те персе пăрахнă иккен. Çапла эпĕ пĕр куçлă пулса юлтăм. Пире, сывă юлнисене, пуçтарса Германие илсе кайрĕç. Унта мĕн кăна ĕçлеме тÿр килмерĕ-ши? Ĕçлейми пулнисене тÿрех пере-пере пăрахатчĕç. Яланах тыткăнран тарма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Пĕрре кукуруза çулма илсе кайрĕç. Унта эпир, 2 салтак, тарма хăтлантăмăр, пире тытса вăйлă хĕнерĕç. Икĕмĕш хут тарма тытăнсан урасене сăнчăрларĕç. Тыткăнрисене апат хÿме урлă пăрахса паратчĕç. Кукуруза, кавăн, хуппипе пĕçернĕ çĕр улми ывăтса паратчĕç. Пурне те тивĕçместчĕç вĕсем. Салтаксен пысăк пайĕ выçăпа тата сурансем тÿрленменнипе аптăраса вилчĕ. 1945 çулта пире хамăрăн салтаксем пырса хăтарчĕç. Киле кайма вăхăт çитсен чылай салтак Германирен килесшĕн пулмарĕ, мĕншĕн тесен пленра пулнисене пуçран шăлман вăл вăхăтра. Эпĕ вара аннепе тетене куç умне кăларса тăратрăм. Çакă тăван тăрăха таврăнас туртăма тата та вăйлатрĕ».

1964 çулта авланнă Иван тете. Çăмăл пулман мăшăрăн пурнăçĕ. 4 хĕрпе 4 ывăла кун çути панăскерсем ачисене тивĕçлĕ пăхса ÿстерес тесе ырми-канми тăрăшнă. Вăрçă суранĕсем те тăтăшах аптратнă çемье пуçне. Осколокĕ вырăнтан вырăна куçса çÿретчĕ. Суранĕсене пулах 1977 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ Иван Васильевич. Тăпри çăмăл пултăрах унăн. Вăл ачисемшĕн анчах мар, мĕн пур тăванĕшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче юлчĕ.

Василиса НИКОНОВА.
Çуткÿл ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code