Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Онлайн мелĕпе

Онлайн мелĕпе

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче, дистанци мелĕпе вĕренеççĕ пулсан та, чăваш чĕлхин эрни кăсăклă иртет.

Çирĕклĕ Шăхаль. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕллевпе ятарлă план туса çирĕплетнĕ. Кашни вĕренекенех тĕрлĕ конкурс-викторинăна хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартма, пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарать.

«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн
Хальхи пуян çак тĕнчере?» –
Тесе ыйтсан сывламăп ассăн.
Эп калăп пат татса: «Тăван чĕлхе!»
Чăваш чĕлхи!
Унпа чĕвĕлтетĕп эпĕ,
Кăшт ураланнă ачапа,
Кун-çул пирки хĕрсех пуплетĕп
Хура-шур курнă ватăпа.
Атте-анне чĕлхи! Çиç ĕмĕр!
Эп сансăр – хăрăк тунката:
Чĕлхе пулсассăн та – чĕлхесĕр,
Эп суккăр – куç пулсассăн та.

Н.ЛЕВАЯ.

Аслă Елчĕк. Эрнери ĕçсене тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли хатĕрленĕ. Малтанах сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа вăрçă темипе çырнă хайлавсем тăрăх ÿкерчĕксем ăсталарĕç. Аслă ÿсĕмрисем Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Чăваш Республики – çĕр пин сăмах çĕршывĕ» темăпа сочинени çыраççĕ.

Н.ХУШКИНА.

Çĕнĕ Пăва. Шкул ачисем «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнса чăваш чĕлхи çинчен сăвă е юрă юрласа видео çине ÿкерсе #эпĕчăвашла калаçатăп хештегпа социаллă сетьсене вырнаçтарма пуçланă. Кунта 7-11 классенче вĕренекенсем уйрăмах активлă.

С.ПАВЛОВА.

Курнавăш. 5-9 классенче вĕренекенсем «Тăван чĕлхемĕрçĕм» сочинени çырнă. Хăйсен ĕçĕсенче ачасем тăван чĕлхен çепĕçлĕхне, илемне, вăл атте-анне чĕлхи пулнине кăтартса пама тăрăшнă. Чĕлхен паянхи вырăнĕ çинчен те, унăн пуласлăхĕ хăйсенчен нумай килнине те палăртмасăр хăварман.

В.ВОРОНОВА.

Елчĕк. Вĕренекенсем пĕлтерĕшлĕ мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттересчĕ тесе тăрăшрĕç. Чи малтанах сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. И.Я.Яковлев, Çеçпĕл Мишши, К.В.Иванов пултарулăхĕсем тăрăх хатĕрленĕ викторина та кăсăклă пулчĕ. Кĕçĕн классем хамăрăн ентеш – Г.Волков академикăн хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем ăсталарĕç. «Çыратпăр сăвă хамăрах» конкурса та ачасем йышлăн хутшăнаççĕ.

Çепĕççĕн, сулмаклăн,
Савăккăн, хăватлăн
Янăратăн эсĕ, ман тăван чĕлхем.
Тимĕре тататăн,
Чул сăрта вататăн,
Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!

Н.КУШМАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code