Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Çурт-йĕр çĕкленет

Шупашкарти «Радужный» микрорайонта пурăнмалли 280 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута каймалла.

Хальлĕхе 190 пин тăваткал метрне тунă. Çакăн пирки строительство компанийĕн аталану енĕпе ĕçлекен директорĕ Алексей Мурыгин каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх, уйрăмах çак çăмăл мар лару-тăрура, строительсем сыхлăх мерисене ăнланса йышăнаççĕ. Вĕсем пĕлеççĕ: çакă хăйсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме кирлĕ.

Ĕçлеме ирĕк панăшăн директор республика ертÿлĕхне тав тăвать.

Çăмăллăх ипотекине –  0,1 процентпа

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ялти ипотекăн çулталăкри процент ставкине 3 процентран 0,1 процента çити чакарма сăмах пани вăя кĕнĕ.

Чăваш Ен РФ Правительствин «Ялти ипотека» программине кăçалхи март уйăхĕнче пурнăçа кĕртме тытăннă. Раççей ял хуçалăх банкĕ финанс учрежденийĕсенчен чи малтан çăмăллăх кредичĕ пама пуçланă.

Хальхи кăтартусене тĕпе хурас пулсан, çăмăллăх кредитне илес текенсен йышĕ хальхи вăхăтра 600 çемьерен те иртет.

Ял ипотекипе усă курас кăмăллă çынсен шучĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра 71 çемье кредит илнĕ – вĕсене пĕтĕмпе 100 миллион тенкĕ ытла панă.

Çĕнĕ тракторсем кăларма тытăнмалла

РФ Правительстви пĕчĕк тата вăтам хăватлă ял хуçалăх техникине аталантарма лартнă тĕллеве тĕпе хурса «Трактор завочĕсем» концерн Чăваш Республикинче çĕнĕ производство йĕркелеме йышăннă.

Çитес вăхăтра кунта экологи требованийĕсене туллин тивĕçтерекен, тĕрлĕ оборудовани кăкарса усă курма май паракан тракторсем кăларма пуçламалла. Малтанласа палăртнă тăрăх, çулталăкра 5 пин ытла трактор пухса хатĕрлемелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code