Коррупцие хирĕç тăрасси – кашни тÿрĕ çыннăн тĕп тивĕçĕ. Преступлени çулĕ çине тăнисене тивĕçлипе айăплаççĕ.
Шупашкарти пĕр аслă вĕренÿ заведенийĕнчи 66 çулхи преподаватель РФ УК 290 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллен айăпланать. Вăл икĕ студентран 40000 тата 30000 тенкĕ взятка илнĕ.