Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев иртнĕ эрнере пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулнă май федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проектне пурнăçласа Елчĕкри кирпĕч завочĕпе юнашар пухăннă йăлари хытă каяш вырăнне рекультиваци тунипе паллашнă.
Хытă каяш пухăнакан лаптăк – 0,88 гектар, пурĕ 11,76 пин кубла метр йышăнать. Район администрацийĕ ăна рекультивацилеме «Феникс» ООО подряд организацийĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Проект хакĕ – 8,3 миллион тенкĕлĕх, ĕç кăçалхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый асăннă проектпа килĕшÿллĕн тинех çÿп-çап пухăнакан вырăна рекультивацилессине районта пурăнакансем питех те кăмăллă йышăннине палăртнă. Малашлăхра кунта йывăç-тĕм лартса çитĕнтерĕç.