Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун Раççейĕн пур регионĕнче те хурлăхлă мероприятисем иртнĕ. Шăп çак кун, 79 çул каялла, ирсĕр фашист пирĕн çĕршыв çине систермесĕр тапăнса кĕнĕ. 4 çула яхăн тăсăлнă хаяр та хăрушă вăрçă 30 миллиона яхăн совет халăхĕн пурнăçне татнă.
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп лапамра Асăнупа хурлану кунĕ ячĕпе хурлăхлă митинг иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистраци тата хăш-пĕр организацисен ĕçченĕсем хутшăннă. Пуçтарăннисен умĕнче Николай Петрович сăмах илнĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă кашни çын умĕнче парăмра пулнине палăртнă.
Митинга хутшăннисем Çĕнтерÿçĕ салтака халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă.